+20 °С
Облачно


Ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисене уйрăм тимлĕх уйăрĕç. Сăмах май, виçĕ çул хушшинче 10 пин ытла ача тÿлевсĕр профильлĕ сменăсене хутшăннă.
Андрей Назаров палăртнă тăрăх, кăсăк кану йĕркелени кăна çителĕклĕ мар, вăл хăрушсăрлăха тивĕçтермелле. Территорисене сыхлакансем, медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерекенсем, пахалăхлă апатлану, санитари нормисене пăхăнни малти вырăнта пулмалла. Çакăн валли ача-пăча лагерĕсенче ĕçлеме юрăхлă 30 пин çын хатĕрлĕç. Пурте вĕсем вĕренÿ тата хатĕрленÿ витĕр иртĕç.