

Правительствӑн оперативлӑ канашлӑвӗнче регионӑн ҫут ӗҫ министрӗ Ильдар Мавлетбердин учрежденисен80ытла проценчӗсанитарипе эпидемиологи тĕрĕслевĕ иртсе лайӑх пӗтӗмлетӳсемилни çинчен пӗлтернӗ.
111 пин ытла ачашăн шкул ҫумӗнчи лагерьсем йĕркелĕç.Ӗҫпеканулагерӗсенче24 пин ача канӗ, хула тулашӗнчи стационарлӑ лагерьсенче — 63,4 пин, палатка йышши лагерьсенче — 1800 ача.Кӑҫал ҫуллахиканӑвӑн тӗрлӗ формине 201,3 пин ачана явăçтарма палӑртнӑ.Ытти йăпанупа, ҫав шутра походсемпе, экскурсисемпе, шкул ҫумӗнчи площадкӑсемпе, мастер-классемпе, ӗҫе вырнаҫтарассипе республикӑри 231 пин ытла шкул ачине тимлĕх уйăрĕç.КӑҫалреспубликăнаДонецк татаЛуганск халăх республикисенчен600 ачаканмакилĕ. Ятарлă çар операцине хутшӑннисен ачисене чи малтан тимлӗх уйӑрĕç - 3 пин ытла ача валли тӳлевсӗр профильлĕ сменăсем йӗркелӗҫ.
Ачасемпе30 пине яхӑн çын ӗҫлӗ, ҫав шутра 16,5 пин педагог тата 4 пине яхӑн вожатӑй.Ҫуллахисывлӑха ҫирӗплетмелликампание3 миллиард тенке яхӑн нухрат уйӑрнӑ.Республикӑра ача-пӑча лагерӗсен шучӗ ҫулран-ҫул ӳссе пырать, пуррисене юсама укҫа-тенкӗ уйӑраҫҫӗ.КӑҫалТуймазă, Киги тата Зианчура районĕсенче хула тулашӗнчи тата виҫӗ лагерь уçăлĕ.
"Чи пӗлтерӗшли – ачасен хӑрушсӑрлӑхӗ", — палӑртнă республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров. Вăл профильлӗ ведомствӑсемпе муниципалитет пуҫлӑхӗсене ку ыйту ҫине пысăк тимлӗх уйӑрма хушнă.