Урал сасси
+13 °С
Облачно
Кану
27 Июня , 13:00

"Хаваслӑ ҫулҫӳрев" ача-пӑча вӑйӑ лапамӗ

Ҫуллахи каникул - чи  лайăх вӑхӑт. Вăл вĕренÿрен канма, лару-тăрăва улăштарма  май парать. "Ачалӑх вунӑ ҫуллӑхӗ" программа витĕмĕпе Пелепей районĕнчи Ярмулай ялĕнчи клубра «Хаваслă çулçÿрев» ача-пӑча вӑйӑ лапамĕ ҫулсерен ĕçлет.

"Хаваслӑ ҫулҫӳрев" ача-пӑча вӑйӑ лапамӗ"Хаваслӑ ҫулҫӳрев" ача-пӑча вӑйӑ лапамӗ
"Хаваслӑ ҫулҫӳрев" ача-пӑча вӑйӑ лапамӗ

Вырăнта пурăнакан ачасем, аслашшĕ-асламăшĕ патне килнĕ мăнукĕсем хаваспах вӑйӑ программине хутшӑнчӗҫ. Мероприяти вӑхӑтӗнче ачасем интерактивлӑ вӑйӑсемпе конкурссене хутшӑнса вӑхӑта савăнăçлă ирттерчӗҫ. Вӗсем хӑйсен ҫаврӑнӑҫулӑхне, хусканусене тĕрĕс тăвассине  тата командăра ĕçленине кӑтартрӗҫ. "Савăнăçлă шӑпӑр" программа савӑнӑҫпа ҫутӑ туйӑмсем парнелерӗ, ачасемшӗн йӑпану кӑна мар, юлташсемпе вӑхӑта хаваслӑ ирттермелли, социаллӑ хӑнӑхусене аталантармалли тата ырӑ туйӑмсем туянмалли питӗ лайӑх меслет пулса тӑчӗ.

"Хаваслӑ ҫулҫӳрев" ача-пӑча вӑйӑ лапамӗ
"Хаваслӑ ҫулҫӳрев" ача-пӑча вӑйӑ лапамӗ
"Хаваслӑ ҫулҫӳрев" ача-пӑча вӑйӑ лапамӗ
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас