+20 °С
Облачно


Экскурсие Чӑваш Енĕн Транспорт управленийӗ йӗркелет. Ҫула 1964 ҫулта туса кӑларнӑ троллейбуспа тухӗҫ. Вӑл 12 сехетре чукун ҫул вокзалӗ патӗнчен (Хула ҫум урамӗ, 1-мӗш ҫурт) тапранса кайӗ. Экскурси 2 сехете тӑсӑлӗ. Троллейбус чарӑнусенче урӑх пассажирсене лартмӗ. Экскурси вӑхӑтӗнче салонра апат ҫиме, ӗҫме юрамасть.
Сӑмах май, Чӑваш Ен Транспорт управленийӗ кун пек экскурсие пӗлтӗр те ирттернӗ.
Чăваш халăх сайчĕ.