Урал сасси
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăтлав
4 Августӑн , 12:25

Çыравçăшăн кĕнекене вулакан пулни пĕлтерĕшлĕ

 Ĕнер, август уйăхĕн 3-мĕшĕнче, Пишпÿлек районĕнчи Мелевĕспуç ялĕнчи Ф.Н. Вуколов-Эрлик ячĕллĕ литературăпа общество музейĕнче Дина тата Лидия Гавриловасен кĕнекисен презентацине ирттерчĕç.

Çыравçăшăн кĕнекене вулакан пулни пĕлтерĕшлĕ
Çыравçăшăн кĕнекене вулакан пулни пĕлтерĕшлĕ

Эстони çĕршывĕнче пурăнакан, Пишпÿлек тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ Дина Леонидовнан пултарулăхĕпе пирĕн вулакансем паллашнă пулĕ тетĕп. Вăл вырăсла çырать, анчах та хайлавĕсенчи сăнарсем пурте чăвашсем тата вĕсенче чăваш менталитечĕ, психологийе тĕп вырăн йышăнать. Унăн нумай ĕçĕсене чăвашла, пушкăртла тата эстонла куçарнă. Вулакан патне çитнĕ кĕнекесен шутне «В бане не чистыми», «Цвета холодных лет», «Путешествие Пуси Югорской из Сибири в Эстонию», «Поленька или Христова невеста», «Ты лучше всех» пĕлÿ çăлкуçĕсене кĕртмелле.

Мелевĕçпуçĕнчи тĕлпулу вăхăтĕнче Дина Гаврилова хăйĕн «Пуся Югорская и ее друзья» çĕнĕ кĕнекипе паллаштарчĕ. Унта ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем валли çырнă юмахсем кĕнĕ. Çавăн пекех Лида аппăшĕн «Цветочек аленький» кĕнекинчи (вăл Санкт-Петербургри «Реноме» издательствăра пичетленсе тухнă) пĕр пайне вуласа панă май пухăннисене кăсăклантарса «тыткăна» илме пултарчĕ. Шел, Лидия Леонидовна тĕлпулăва хăй килеймен. Çак хайлавра ĕçсем тĕрмере пулса иртеççĕ, çавăнпа та унти йĕркесене вуласа пуçа кĕртнĕ май тарăн шухăша путмалли çителĕклех.

Кăмăллă та ăшă тĕлпулăва музей ертÿçи Марина Николаева (вăл та Чăваш Республикинчи Писательсен союзĕн пайташĕ) ертсе пычĕ. Марина Алексеевна черетпе мероприятие хутшăнакан юлташсене Рудольф Павлов-Илькелри, Лидия Шурçăл, Александр Егоров çыравçăсене, ялти ветерансен канашĕн председательне Алексей Родионова, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторне Юрий Михайлова сăмах пачĕ. Тухса калаçакансем  Дина Гаврилована пултарулăх ĕçĕнче ăнăçу сунчĕç, тăван тăрăх историне çырас ĕçре тунă çитĕнÿсемшĕн тав турĕç, ĕçлĕ сĕнÿсем пачĕç. Истори темине хускатнă май çакна та палăртса хăвармалла – авторăн ĕçĕсенче сахалран та 100 ытла сăнар Мелевĕспус çыннисен иртнĕ пурнăçĕпе çыхăннă, унсăр пуçне таврари ялсенчен те чылай.

Кĕнеке кăларни ырă та пархатарлă пулăм. Кашни çынах çак ĕçе тăваймасть е мехел  те çитереймест. Çапах та чи пĕлтерĕшли кĕнекене вулакан пулни малти вырăнта тăрать. «Вулакан пулсан çырас хавхалану та ÿсет» тетчĕ пĕр çыравçă. Асра юлмалли тĕлпулу вăхăтĕнче тухса калаçакансем  те çак шухăша палăртса хăварчĕç.

Юрий СНЕГОПАД.

Çыравçăшăн кĕнекене вулакан пулни пĕлтерĕшлĕ
Çыравçăшăн кĕнекене вулакан пулни пĕлтерĕшлĕ
Çыравçăшăн кĕнекене вулакан пулни пĕлтерĕшлĕ
Çыравçăшăн кĕнекене вулакан пулни пĕлтерĕшлĕ
Çыравçăшăн кĕнекене вулакан пулни пĕлтерĕшлĕ
Çыравçăшăн кĕнекене вулакан пулни пĕлтерĕшлĕ
Çыравçăшăн кĕнекене вулакан пулни пĕлтерĕшлĕ
Çыравçăшăн кĕнекене вулакан пулни пĕлтерĕшлĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: