Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хисеплĕ ватлăх
26 Сентябрӗн 2022, 17:10

Юсав ĕçĕшĕн тÿлессипе çыхăннă çăмăллăхсем 2024 çулччен сыхланса юлнă

Пушкăртстанра пĕччен пурăнакан 70 çултан иртнĕ çынсем уйăхсерен çуртсене тĕпрен юсамалли ĕçсемшĕн тÿлессипе çыхăннă çăмăллăха 2024 çулччен тăснă. Çакăн çинчен калакан закон проектне регион парламенчĕ йышăннă.

Юсав ĕçĕшĕн тÿлессипе çыхăннă çăмăллăхсем 2024 çулччен сыхланса юлнă
Юсав ĕçĕшĕн тÿлессипе çыхăннă çăмăллăхсем 2024 çулччен сыхланса юлнă

- Пурăнмалли çурт-йĕр хуçисем енчен те 70 çула çитнĕ пулсан вĕсене уйăхсерен юсав ĕçĕшĕн тÿлекен укçа виçин 50% тавăрса параççĕ, 80 çултан иртнисене - 100 проценчĕпех. Çăмăллăхпа ĕçлемен, хăйсем çеç пĕччен пурăнакан пенсионерсем усă кураççĕ е çемьере I – II- мĕш ушкăнри ĕçе вырнаçман инвалидсем пур пулсан ирĕк параççĕ. Çак социаллă пулăшупа усă курасси 2022 çулта вĕçленет, çавăнпа та ăна 2024 çул вĕçлениччен тăснă, - ăнлантарса панă ПР Патшалăх Пухăвĕн председателĕ Константин Толкачев.

Парламент ертÿçи çирĕплетнĕ тăрăх, çак пуçарăва пурнăçлама республика бюджетĕнчен 2023 çулта 40,3 млн тенкĕ тăкаклĕç, 2024 çулта -  44,9 млн тенкĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: