Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хисеплĕ ватлăх
5 Нарӑсӑн , 17:10

«Пушкăртстанри вăрăм ĕмĕрлĕх» программа валли 73 млн тенкĕ уйăрнă

Тивĕçлĕ канури çынсем «Пушкăртстанри вăрăм ĕмĕрлĕх» программăпа килĕшÿллĕн республика тăрăх çул çÿреве кайма пултарччăр тесе 73 млн тенкĕ уйăрса панă. Çакăн пирки ПР предпринимательство тата туризм министрĕ Рустем Афзалов пĕлтернĕ.

«Пушкăртстанри вăрăм ĕмĕрлĕх» программа валли 73 млн тенкĕ уйăрнă
«Пушкăртстанри вăрăм ĕмĕрлĕх» программа валли 73 млн тенкĕ уйăрнă

2023 çулта «Пушкăртстанри вăрăм ĕмĕрлĕх. Туризм» проект шайĕнче пĕр кунлăх çул çÿревпе 20 пин çын усă курнă. Çакăн валли бюджетран 48 млн тенкĕ тăкакланă.

Çавăн пекех иртнĕ çулхине Пушкăртстан 1,6 пин çын валли Белорусине 24,3 млн тенкĕлĕх (пĕр çын шутне 26,5 пин тенкĕ) çул çÿревсем йĕркеленĕ. Унсăр пуçне тивĕçлĕ канури 46 çын Абхазинче пулса курнă. Асăннă тĕллевсем валли 700 пин тенкĕ уйăрнă.

 - Кăçал 20 пин çын валли республика тăрăх çул çÿревсем йĕркелĕпĕр. Белорусине февраль уйăхĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа 1 500 çын кайма пултарĕ.  Малашлăхри планра - Казахстан Республики, Мускавпа Санкт-Петербург хулисем, - тенĕ Рустем Афзалов.

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: