Урал сасси
+16 °С
Облачно
Конференци
25 Апреля 2025, 11:00

Ĕпхÿре çар медицинипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă

Аслă шкулсем хушшинчи студент кампусĕнче СВО зонинче медицина пулăшăвĕ парас тĕлĕшпе Атăлçум федераллă округăн наукăпа практика конференцийĕ пуçланнă.  Унăн теми – «Çар медицинин паянхи мелĕсем çар ĕçĕпе çыхăнман тухтăрсен куçĕпе». Конференцие Стратегилле пуçарусен агентстви, Пушкăртстан правительстви тата республикăри Сывлăх сыхлав министерстви йĕркеленĕ.

Ĕпхÿре çар медицинипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнăĔпхÿре çар медицинипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă
Ĕпхÿре çар медицинипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă

Наукăпа практика конференцине Атăлçум федераллă округри 250 яхăн хирург хутшăнма кăмăл тунă. Шăпах вĕсем СВО зонинче суранланнисене сиплеççĕ тесе пĕлтернĕ республикăри  Сывлăх сыхлав министерстви.

Стратегилле пуçарусен агентстви СВО участникĕсемпе вĕсен çемйисене хастар пулăшать. Вĕсем тĕрлĕ регионсенче çарпа гражданла медицина центрĕсем йĕркелеççĕ. Пĕрремĕш тапхăрта тухтăрсене çарпа хир условийĕсенче операцисем тума вĕрентеççĕ. Çакă медицина пулăшăвĕн тата СВО участникĕсем иртекен реабилитаци пахалăхне ÿстерме май парать.

Стратегилле пуçарусен агентствин проекчĕсен директорĕ Сергей Стрижнев асăннă конференци мĕншĕн Ĕпхÿре иртнине ăнлантарса панă. Унăн сăмахĕсемпе килĕшÿллĕн республикăн СВО участникĕсене сиплемелли тата реабилитаци ирттермелли опыт пур. Кÿршĕ регионсенчи тухтăрсем хăйсен опычĕсемпе паллаштарма, тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе явма пултараççĕ.

ППМУ ректорĕ Валентин Павлов аслă шкулта Раççейри граждансем валли, шкул ачисене те шута илнĕ, тактика медицинин курсне уçнине пĕлтернĕ. Паянхи кун  асăннă курса пĕрремĕш шайри госпитальсем витĕр тухнă 50 тухтăрпа профессор иртеççĕ.

Конференцие хутшăнакансем икĕ кун хушшинче ыйтусем пама, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма пултараççĕ. Çакăн йышши тĕлпулусем тухтăрсене пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлеме, çар медицине паянхи меслетсене кĕртме пулăшаççĕ.

Конференци вăхăтĕнче ППМУ Вĕрентÿ центрĕ тактика медицини енĕпе мастер-класс кăтартĕ. Асăннă центр шкул ачисене, студентсене тата ППМУ ĕçченĕсене пĕрремĕш пулăшу пама вӗрентет. Занятисене çар опычĕ пур инструкторсем ирттереççĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас