Урал сасси
+16 °С
Облачно
Конференци
22 Ноября 2025, 13:00

Чӑваш тӗррине халалланӑ конференци иртнӗ

Шупашкарти Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче ноябрь уйӑхӗн 18-мӗшӗнче «Чӑваш тӗрри – халӑх пуянлӑхӗ» пӗтӗм тӗнчери V ӑслӑлӑхпа практика конференцине йĕркеленӗ.

Чӑваш тӗррине халалланӑ конференци иртнӗЧӑваш тӗррине халалланӑ конференци иртнӗ
Чӑваш тӗррине халалланӑ конференци иртнӗ

Ҫамрӑксене чӑваш тӗррипе тата Евгения Жачева ӑстан пуян эткерлӗхӗпе паллаштарас тӗллевпе ирттерекен мероприятире сумлӑ ҫынсем тухса калаҫнӑ: Чӑваш тӗрри музейӗн ертÿçи Алина Иванова, халӑх художество пултарулӑхӗн кафедрин заведующийӗ Раиса Васильева, Николай Балтаев художник тата доцент.

Конференцие Беларуҫ тата Узбекистан ҫӗршывӗсем те хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне Иркутскри, Пензӑри, Питӗрти тата Ленинград облаҫӗнчи чӑвашсем, Чӑваш Енри таджик культурин центрӗ те.

Таисия Ташней.

Редакцирен. Чăваш тĕррин кунне Чăваш Енре ноябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Паллах, Раççейре чăвашсем йышлă пурăнакан регионсенче те ăна манăçа кăлармаççĕ. Çак кун чăваш тĕрриллĕ тумпа е капăрпа ĕç вырăнне, пĕлÿ çуртне килсен вырăнлă пулмалла. Çапла майпа эпир хамăрăн культура етркерлĕхне упраса хăварма тăрăшнине кăтартса панă пулăттăмăр, мăн асанне-кукамайсен çăмăл мар алă ĕçне хаклама хăнăхăпăр. Апла пулсан, хисеплĕ туссем, уяв тумне паянах хатĕрлеме пуçлăр.

Чӑваш тӗррине халалланӑ конференци иртнӗ
Чӑваш тӗррине халалланӑ конференци иртнӗ
Чӑваш тӗррине халалланӑ конференци иртнӗ
Чӑваш тӗррине халалланӑ конференци иртнӗ
Чӑваш тӗррине халалланӑ конференци иртнӗ
Чӑваш тӗррине халалланӑ конференци иртнӗ
Чӑваш тӗррине халалланӑ конференци иртнӗ
Чӑваш тӗррине халалланӑ конференци иртнӗ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас