Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурс
8 Сентябрӗн 2021, 11:32

Фестивале хутшăнма васкăр

Хисеплĕ туссем, чăвашсем, кăçалхи сентябрь уйăхĕн 28-мĕшĕнче «Салам - 2021» XI чăваш юррипе ташшин регионсен хушшинчи фестивалĕ иртет. Мероприятие йĕркелекенĕсем - ПР Культура министерстви, Пушкăртстан Республикинчи Халăхсен туслăх çурчĕ, ПР чăваш культура обществи, Ĕпхÿ хулинчи чăваш вырсарни шкулĕ (Черниковская урамĕ, 75 çурт).

Фестивале хутшăнма васкăр
Фестивале хутшăнма васкăр

Фестиваль 12.00 сехетре пуçланать, регистраци - 11.00 сехетре. Мероприятие хутшăнма кăмăл тăвакансем заявкăсене сентябрь уйăхĕн 25-мĕшĕччен тăратмалла. Юрăпа ташă фестивальне хутшăнма Пушкăртстан Республикинчи тата РФ ытти субъекчĕсенчи пултаруллă вокал, фольклор, ташă, инструментпа калакансен ушкăнĕсене тата сцена çине уйрăм тухакансене йыхравлаççĕ. Уява вун тăватă çул тултарнă яшсемпе хĕрсенчен пуçласа хăйсене ватă тесе шутламан, юрлама-ташлама юратакан кинемисемпе мучисем хутшăнма пултараççĕ (кунта ÿсĕмне палăртман). Ушкăнра 15 çынран ытла пулмалла мар.
Фестиваль сакăр тĕрлĕ номинаципе иртет: чăваш фольклор юррине ушкăнпа юрласси; чăваш эстрада юррине ушкăнпа юрласси; чăваш фольклор юррине пĕччен юрласси; чăваш эстрада юррине пĕччен юрласси; чăваш ташшине ушкăнпа ташласси; чăваш ташшине пĕччен ташласси; музыка инструменчĕпе ушкăнпа каласси; музыка инструменчĕпе пĕччен каласси.
Культура учрежденийĕсем кашни номинацинче пĕр номер хатĕрлеме пултараççĕ. Конкурсантсен пултарулăхне хак пама йĕркелÿ комитечĕ жюри членĕсене суйланă. Номинацисенчи çĕнтерÿçĕсене I, II, III степень лауреачĕсене, I, II, III степень дипломанчĕсен ячĕсене ыттисене мероприятине хутшăннăшăн дипломсем парса хавхалантарĕç.
Фестиваль положенийĕпе тĕплĕнрех ПР Туслăх çурчĕн сайтĕнче www.addnrb.ru, Пушкăртстанри чăвашсен «Хĕвел» ушкăнĕнче (одноклассникинче https://ok.ru/ok.ru5894183124 тата (контактра https://vk.com/club163052685) паллашма пулать.
Заявкăсене çак электронлă почтăпа [email protected] ярса памалла. Кашни номинаципе уйрăм заявка тăратмалла.
Фестиваль координаторĕсем: О.Ф. Савельева, тел. 8-996-400-16-74, В.В. Гильдева, тел. 8-919- 617-03-92.
Йĕркелÿ комитечĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: