Урал сасси
+26 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурс
15 Майӑн 2022, 13:25

Пушкăртстанра чи лайăх акушера палăртнă

Ĕпхÿри Профсоюзсен çуртĕнче «2022 çулхи чи лайăх акушер» республика шайĕнчи професси конкурсĕн çĕнтерÿçисене чысланă. Ăна ПР Сывлăх сыхлав министерстви, республикăри Медицина сестрисен ассоциацийĕ тата сывлăх сыхлав ĕçченĕсен профсоюзĕ йĕркеленĕ.

Пушкăртстанра чи лайăх акушера палăртнă
Пушкăртстанра чи лайăх акушера палăртнă

Çурма финалта мала тухнă 31 çынран конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Пелепей районĕнчи тĕп больницăн акушерки Нина Кукушкина мала тухнă.

- Конкурса хутшăнма йывăрах пулмарĕ. Эпĕ хамăн тĕп ĕçе тунипе пĕрле медицина колледжĕнче студентсене те вĕрентетĕп. Çавăнпа та маншăн теорипе практика пайĕ ют мар. Урăх специальность суйласа илме кăмăл пулман-и тесе ыйтсан эпĕ пĕр иккĕленмесĕр «чун туртни çакă» тенĕ пулăттăм. Хула урамĕсемпе иртсе пынă чух нумайăшсем тĕл пулсан сывлăх сунаççĕ, тав тăваççĕ. Ывăл: «Ку кам?»,-  тесе ыйтать. «Пĕлместĕп, ахăртнех ача çураттарнă пулĕ»,- тетĕп. Ача çуратса, çĕнĕ пурнăç парнеленĕ телейлĕ аннен куçĕсенчи туйăмсене нимĕнпе те танлаштараймастăн. Çакă малалла ĕçлеме тата пурăнма вăй-хăват  парать,- хăйĕн шалти туйăмĕсемпе уçса панă çĕнтерÿçĕ.

«Чи лайăх акушер» ята çĕнсе илессишĕн пĕтĕмĕшле Пушкăртстанри 1516 медицина сестри кĕрешнĕ. Жюри вĕсене 5 номинаципе хак панă, çав шута йывăрлă хĕрарăмсене тата тин çуралнă пепкесене пĕтĕмĕшле реанимаци тăвасси, коммуникативлă хăнăхусене кăтартса парасси кĕреççĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: