Урал сасси
+26 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурс
21 Июнӗн 2022, 10:37

«Салам-2022» фестиваль юрă-ташă ăстисене йыхравлать

Хисеплĕ туссем, чăваш юрри-ташшипе кăсăкланакансем! Кăçалхи июнь уйăхĕн 30-мĕшĕнче йăлана кĕнĕ вун иккĕмĕш регионсен хушшинчи «Салам-2022» чăваш юрри-ташшисен фестивалĕ иртет.

«Салам-2022» фестиваль  юрă-ташă ăстисене йыхравлать
«Салам-2022» фестиваль юрă-ташă ăстисене йыхравлать

Мероприяти Ĕпхÿри С.Т. Аксаков ячĕллĕ культурăпа кану паркĕнче 2022 çулхи июнь уйăхĕн 30-мĕшĕнче 12.00 сехетре пуçланать. Фестивале хутшăнакансен регистрацийĕ 11.00 сехетрен тытăнать.
Салам-2022 фестивале Пушкăртстан Республикипе Раççей Федерацийĕн ытти регионĕсенчи вокал, фольклор, ташă, кĕвĕ инструменчĕпе калакан пултарулăх ушкăнĕсем хутшăнма пултараççĕ. Конкурс сакăр тĕрлĕ номинаципе иртет.
Жюри членĕсем конкурса хутшăнакансен пултарулăхне 10 баллă системăпа хак парĕç.
Фестивале онлайн форматпа хутшăнас тесен видеороликсене çак электронлă адреспа çитермелле: [email protected]. Видео формачĕ DVD MPEG4, видеороликăн чи пĕчĕк разрешенийĕ 720х480 (12:8см), вăхăчĕ 2-5 минут пулмалла. Видеороликра конкурса хутшăнакан çыннăн ячĕпе хушаматне, ашшĕ ятне, учреждени çинчен хыпарлакан информацие лартмалла. Онлайн формат çĕнтерÿçисене уйрăм зачетра 25 баллă системăпа хаклĕç.
Муниципаллă районсен культура уйрăмĕн, культура учрежденисен, пултарулăх ушкăнĕсен ертÿçисене, юрлакан тата ташлакансене икĕ е ытларах номинацисенче çĕнтернĕ хушăра ПР Культура министерстви, Ĕпхÿ хулин Культурăпа искусство управленийĕ тата ПР Халăхсен туслăх çурчĕ наградăсемпе тивĕçтерĕç.
Фестиваль положенийĕпе тĕплĕнрех ПР Халăхсен туслăх çурчĕн www.addnrb.ru, «Хĕвел» Пушкăртстанри чăвашсен центрĕн «одноклассники» тата «контакт» сайчĕсенче http://ok.ru/ok.ru58941831249983, https6//vk.com/club163052685 паллашса пулать.
Электронлă заявкăсене июнь уйăхĕн 27-мĕшĕччен [email protected] адреспа е хут çинче çырнă заявкăсене 450077, Ĕпхÿ хули, Ленин урамĕ, 56 çурт, 4 офис, РОО ПР Чăваш культура пĕрлĕхĕ адреспа çитермелле. Фестиваль пирки ыйтса пĕлес тесен П.В. Демченко 8-967-454-13-03, Т. Е. Петрова 8-917-426-84-66 йĕркелÿçĕсемпе çыхăнма пулать. Кашни номинаципе уйрăм заявка çырмалла.
Йĕркелÿ комитечĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: