Урал сасси
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Конкурс
27 Июлӗн 2022, 11:58

Чăваш Ен пики Анна Будаева вице-мисс пулса тăнă

Мускав хулинче июль уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Раççей пики» конкурс иртнĕ. Унта Раççей регионĕсенчи финала лекнĕ 25 пике хутшăнма пултарнă. Шел  пулин те Пушкăртстан чысне çак ăмăртура хÿтелекен пулман, анчах та конкурс сцени çине Чăваш Енрен икĕ пике тухнă. Вĕсем – Анна Будаева тата Яна Галанина.

Чăваш Ен  пики Анна Будаева вице-мисс пулса тăнă
Чăваш Ен пики Анна Будаева вице-мисс пулса тăнă

Ăмăртăва хутшăннă 25 хĕр хушшинче чи хитре пике ята Эрĕнпурти Анна Линникова тивĕçнĕ. Чăваш Енри Анна Будаева вице-мисс ята çĕнсе илнĕ.

Анна Будаева Шупашкарти электромеханика колледжӗнче программиста, веб- тата мультимеди приложенийӗсен разработчикне вӗренет. Модель пулса ӗҫлет, пушӑ вӑхӑтра веб-сайтсем хатӗрлет, баскетболла вылять. Чӑваш Енри волонтёр центрӗпе ҫыхӑну тытнӑ май хуҫасӑр чӗрчунсене пулӑшать. Вăл 2020 çулта Шупашкар мисĕ пулнă, кăçал вара Чăваш Ен мисĕ.

Сӑмах май, «Раҫҫей мисӗ» конкурсра Чӑваш Ен пикисем икӗ хутчен ҫӗнтернӗ: 1996 ҫулта - Александра Петрова, 2018 ҫулта - Юлия Полячихина.

Юрий СНЕГОПАД.

Чăваш Ен  пики Анна Будаева вице-мисс пулса тăнă
Чăваш Ен  пики Анна Будаева вице-мисс пулса тăнă
Чăваш Ен  пики Анна Будаева вице-мисс пулса тăнă
Чăваш Ен пики Анна Будаева вице-мисс пулса тăнă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: