Урал сасси
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Конкурс
3 Мартӑн 2023, 09:20

Регионта çĕнтер те Мускава çул уçă

Республикăра «Пушкăртстанăн чи лайăх 100 таварĕ» конкурс валли заявкăсем йышăнма пуçланă. Вăл Пĕтĕм Раççейри «Раççейĕн чи лайăх 100 таварĕ» конкурсăн регионти тапхăрĕ шутланать.

Регионта çĕнтер те Мускава çул уçă
Регионта çĕнтер те Мускава çул уçă

 Ăмăртăва кашни çул Пушкăртстан Республикин Министрсен Кабинечĕн 1191-р № хушăвĕпе (ăна 2000 çулхи ноябрь уйăхĕн 24-мĕшĕнче йышăннă) килĕшуллĕн ирттереççĕ. Конкурс комиссийĕн председателĕ – ПР Правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров.

Çак мероприятие хутшăнакансем кирек мĕнлĕ продукци те тăратма пултараççĕ. Çав шута халăха кирлĕ апат-çимĕç, промышленность таварĕсем, производствăпа техника продукцийĕ тата тĕрлĕ пулăшу ĕçĕ парасси кĕрет. Республикăри конкурс лауреачĕсем «Пушкăртстанăн лайăх таварĕсем» логотиппа усă курма тата Пĕтĕм Раççейри «Раççейри чи лайăх 100 тавар» конкурс программине хутшăнма ирĕк пур.

«Пушкăртстанăн чи лайăх 100 таварĕ» конкурса хутшăнмалли заявкăсемпе документсене 2023 çулхи апрель уйăхĕн 1-мĕшĕччен «Пушкăртстан Республикин А.М. Муратшин ячĕллĕ стандартизаци, метрологи тата тĕрĕслев центрĕ» федераллă бюджет учрежденийĕн  информаци уйрăмĕнче йышăнаççĕ. Центр адресĕ: 420006, Ĕпхÿ хули, Ибрагимов бульварĕ, 82-мĕш çурт, 7 -2 пÿлĕм. Ыйтса пĕлмелли телефон: 8 (347) 27- 87-77.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: