Урал сасси
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Конкурс
5 Апрелӗн 2023, 12:20

Чăвашсен ятне Татьяна Назарова хутĕленĕ

Хисеплĕ вулакансем, «Урал сассин» сайтĕнче тата социаллă сетьсенче апрель уйăхĕнче 3-мĕшĕнче тухнă «Туслăх пики – 2023» конкурсăн финалисчĕсем паллă» материалта чăнлăхпа тÿр килмен йĕркесем пичетленсе тухнă. Çакăншăн сиртен автор тата редакци каçару ыйтать.

Чăвашсен ятне Татьяна Назарова хутĕленĕ
Чăвашсен ятне Татьяна Назарова хутĕленĕ

Унта «Шел пулин те чăваш пикисем асăннă конкурса хутшăнма кăмăл туман. Çакă вĕсене тата чăваш пĕрлĕхĕсене шухăша ямалла. Мĕн пирĕн илемлĕ те пултаруллă хĕрсем пĕтнĕ-им?  Капла юрамасть»  текен йĕркесем пур. Тĕрĕссипе вара конкура Пушкăртстанри чăвашсен ятне Ĕпхÿре пурăнакан, «Нарспи» халăх фольклорпа этнографи ансамблĕн хастарĕ çирĕм виççĕри Татьяна Назарова хÿтĕленĕ. Вăл Шаран районĕнчи Борисовка ялĕнче çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра РФ Правительстви çумĕнчи финанс университечĕн Ĕпхÿ филиалĕнче экономика енĕпе пĕлÿ илет, кунтах бухгалтер пулса ĕçлет. Чăн та, чăваш хĕрĕ 18 конкурсант хушшинче финала тухайман. Сăлтавĕсем пирки уйрăм калаçу темелле. Çапах та пире ПР чăвашсен Канашĕн ертÿçи Ирина Сухарева çапларах пĕлтерчĕ: «Эпир «Туслăх пики» конкурса кашни çулах хутшăнатпăр, парнеллĕ вырăнсем йышăнатпăр. Кăçалхи конкурс урăхларах лару-тăрура иртрĕ, жюри пайташĕсем малтанах ытти халăхсен пикисене палăртма тĕллев лартни сисĕнчĕ. Эпир малашне те айăккинче пăрăнса юлмăпăр, конкурса хутшăнма майсем тупăпăр. Татьяна пирки калас пулсан çакна палăртамалла, вăл çамрăк-ха, уншăн çитĕнÿсем тăвасси малашлăхра. Эпир кун пирки иккĕленместпĕр. Ăна ăнăçу сунатпăр».

Юрий СНЕГОПАД.

Чăвашсен ятне Татьяна Назарова хутĕленĕ
Чăвашсен ятне Татьяна Назарова хутĕленĕ
Чăвашсен ятне Татьяна Назарова хутĕленĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: