Урал сасси
-1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Конкурс
4 Майӑн 2023, 10:00

Ача амăшĕсене пултарулăх вернисажне йыхравлаççĕ

Енчен те эсир пĕр е темиçе ача амăшĕ, е ача кĕтетĕр, ача амăшĕ пулни сирте çĕнĕ пултарулăх аталантарма пултарчĕ, ÿкерÿ  сирĕншĕн хавхалану çăлкуçне çаврăнчĕ пулсан сире «Ача амăшĕ пулни талантсене уçса парать» («Материнство раскрывает таланты») пултарулăх вернисажĕ кĕтет.

Ача амăшĕсене пултарулăх вернисажне йыхравлаççĕ
Ача амăшĕсене пултарулăх вернисажне йыхравлаççĕ

Унта хутшăнас тесен заявкăсене май уйăхĕн 15-мĕшĕччен [email protected] электронлă почтăпа ярса памалла. Заявка валли анкетăна çырса тултармалла, ĕçсен сăн ÿкерчĕкĕсене (3 ĕç таран) тумалла. Кашни ĕçĕн ячĕ, унăн авторĕн хушамачĕпе ячĕ, ашшĕ ячĕ пулмалла. Ĕçсене (ÿкерчĕксене) пир е ватман çинче акрил тата çу сăрăсемпе, акварельпе, гуашпа, пастельпе пурнăçлама юрать. Графика планшечĕ çинчи ĕçсене те йышăнаççĕ.

Курава Пушкăртстан Республикинче пурăнакан мĕнпур хĕрарăм та, ача кĕтнĕ чух е çуратнă хыççăн ÿкерме пуçланисем, хутшăнма пултарать. Тулли информаципе тата правилăсемпе Пушкăртстанăн Çемье порталĕнче www.семьярб.рф е 8(347)286-02-37 номер урлă паллашма май пур. Курава «Телей территорийĕ» Ыркăмăллăх фончĕ, ПР Çемье, ĕç тата халăха социаллă хÿтĕлев паракан министерство, «Башкортостан» телерадиокомпани йĕркелет.     

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: