Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурс
30 Июнӗн 2023, 09:55

Наукăпа технологи талисманĕн конкурсне хутшăнăр

Вунăçуллăхри наука тата технологи символĕ мĕнле пулассине Пушкăртстанра пурăнакансем сĕнме пултараççĕ.

Наукăпа технологи талисманĕн  конкурсне хутшăнăр
Наукăпа технологи талисманĕн конкурсне хутшăнăр

Раççейре наука талисманне çирĕплетессипе федераллă конкурс пуçланнă. Çак проекта çĕршыври кашни çынах хутшăнма пултарать. Çакăн валли июль уйăхĕн 31-мĕшĕччен хăвăр туса хатĕрленĕ талисман вариантне  талисман.наука.рф страницăра вырнаçтармалла. Унăн ссылки çапла - https://clck.ru/34pC7A

Чи лайăх шухăш паракан автор Çамрăк ăсчахсен III конгресне хутшăнĕ тата Сочинчи паллă та ăнланмалла маршрутпа киленсе çÿрĕ. Унăн символĕпе наука мероприятийĕсем ирттернĕ чухне усă курĕç тата вăл çĕшыври наукăпа технологи çитĕнĕвĕсен пĕлтерĕшне аса илтерĕ. Хисеплĕ туссем, вăхăта вăраха ямасăр хăвăрăн заявкăрсене ярса пама васкăр.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: