Урал сасси
-2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Конкурс
23 Августӑн 2023, 09:25

«Атте хастарлăхĕ» обществăлла наградăшăн 191 çын кĕрешĕç

Пушкăртстанра 2023 çулта «Атте хастарлăхĕ» («Отцовская доблесть») конкурса пурĕ 191 çынран заявка килнĕ тесе пĕлтернĕ йĕркелÿ комитетĕнче. Вĕсем тĕрлĕ ÿсĕмрисем, профессии енчен те пĕр пек мар, киленĕвĕсем те ăрасна. Унсăр пуçне арсем пурте Раççей гражданствине йышăннă, Пушкăртстанра 5 çултан кая мар пурăнаççĕ, хайсен ачисене е усрава илнисене тивĕçлĕ воспитани параççĕ.

«Атте хастарлăхĕ» обществăлла наградăшăн 191 çын кĕрешĕç
«Атте хастарлăхĕ» обществăлла наградăшăн 191 çын кĕрешĕç

Номинатсен кандидачĕсене хула е район администрацийĕсен çумĕнчи обществăлла канаш урлă сĕннĕ. Çакăн хыççăн конкурса хушăнакансен докуменчĕсене  ПР Обществăлла палатине çитернĕ.

- ПР Оществăлла палата çак наградăна 2020 çулта çирĕплетнĕ. Тĕп тĕллевĕ - ачасене воспитани парас тата обществăна аталантарас ĕçре арçын пĕлтерĕшне кăтартса парасси. «Атте хастарлăхĕ» вăл – ачасене тĕрĕс воспитани паракан, сывлăхлă пунăç йĕркине тытса пыракан, çемье хаклăхĕпе йăли-йĕркине упракан, муниципалитетра общество ĕçне хастар хутшăнакан çынсем пулса тăраççĕ. Конкурса килнĕ заявкăсене хак парасси çăмăл ĕç мар, кашни номинантах хисепе тивĕç, - каласа панă ПР Обществăлла палата председателĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Рамиль Рахимов.

Чыслав церемонийĕ Ĕпхури «Торатау» конгресс-холра октябрь уйăхĕн 4-мĕшĕнче иртет, ăна Раççейри Атте кунне халаллаççĕ. «Хастар аттесем» валли çак кун  концерт программи хатĕрлеççĕ, вĕсене сумлă хăнасем саламлаççĕ, çав шутра ведомство ертÿçисем, депутатсем тата тĕрлĕ сĕнÿсен лидерĕсем.

Çĕнтерÿçĕсем  обществăлла наградăна – кăкăр çине çакмалли палла тата диплома – тивĕçеççĕ. 2020 тата 2021 çулсенче асăннă паллăпа 27-шер арçынна чысланă, 2022 çулта 38 çĕнтерÿçĕ пулнă.

Юрий НИКОЛАЕВ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: