Урал сасси
-1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Конкурс
21 Сентябрӗн 2023, 12:25

«Раççей мисĕ – 2023» наци конкурсĕнче Пушкăртстан чысне Татьяна Политова хÿтĕлĕ

Сентябрь уйăхĕн 18 –октябрь уйăхĕн 8-мĕшĕсенче Мускав хулинче «Раççей мисĕ – 2023» илем наци конкурсĕ иртет. Асăннă конкурсра çĕнтернĕ пикесем «Çут тĕнче мисĕ» тата «Пĕтĕм тĕнче мисĕ» конкурссене хутшăнаççĕ.

«Раççей мисĕ – 2023» наци конкурсĕнче Пушкăртстан чысне Татьяна Политова хÿтĕлĕ
«Раççей мисĕ – 2023» наци конкурсĕнче Пушкăртстан чысне Татьяна Политова хÿтĕлĕ

- Кăçал конкурса хутшăнма 85 пин заявка килчĕ. Финала Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчен 50 хĕр тухрĕ. Пушкăртстан чысне «LUNA MODELS» модель агентствин воспитанници, «Республика мисĕ – 2019» конкурс çĕнтерÿçи Татьяна Политова хÿтĕлĕ,  - тенĕ агентство ертÿçи Луиза Закирьянова.

Татьяна 22 çулта. Кăçал вăл «Станкин» Мускав патшалăх техника университетĕнчен вĕренсе тухнă, инженер пĕлĕвне илнĕ. Халĕ хĕр программист ăсталăхне туптас тесе магистратурăра вĕренет.

Çуллахи тата хĕллехи каникулсем вăхăтĕнче Татьяна ача çурчĕсенчи ачасен лагерĕнче ĕçлет. Пушă вăхăтра сноубордпа тата ту çи йĕлтĕрпе ярăнма, волейбол выляма юратать. Пĕр уйăх каярах çамрăк хĕр пирвайхи хут парашютпа сикнĕ.

Конкурс программи питĕ пуян: фотосессисем, репетицисем, экскурсисем тата ытти. Конкурсăн чи илемлĕ тапхăрĕсенчен пĕри наци тумĕ тăхăнса регионпа паллаштарни пулса тăрать. Татьяна стилизациленĕ пушкăрт тумне кăтартĕ, парне туса Агидель БХП туса кăларакан пушкăрт матрешкисене парнелĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: