Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурс
14 Ноябрӗн 2023, 12:45

Пушкăртстан чысне 22 çулхи хĕр Индире «Ази пики-2023» конкурсра хÿтĕлĕ

Ноябрь уйăхĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен Индинче «Ази пики -2023» пĕтĕм тĕнчери илемлĕх конкурсĕ иртет. Азири хитре те хÿхĕм хĕрсен конкурсĕ кашни çул Китай, Корея, Япони, Вьетнам, Казахстан, Раççей, Турци, Шри-Ланка, Индонези тата ытти çĕршывсен представителĕсене пухать. Конкурс пынă вăхăтра унта хутшăнакансем валли мастер-классем, репетицисем, экскурсисем, сăн ÿкерчĕксем ÿкерĕнессине йĕркелеççĕ.

Пушкăртстан чысне 22 çулхи хĕр Индире «Ази пики-2023» конкурсра хÿтĕлĕ
Пушкăртстан чысне 22 çулхи хĕр Индире «Ази пики-2023» конкурсра хÿтĕлĕ

Пушкăртстанран унта «Пушкăртстан Республикин пики -2023» конкурсăн çĕнтерÿçи тата «Ази-Çĕпĕр пĕрремĕш вице-пики» Илюза Исяндавлетова  хутшăнать. Вăл 22 çулта, Сибай хулинче пурăнать. Иртнĕ çулла хĕр М.Акмулла ячĕллĕ Пушкăрт патшалăх педагогика университетне вĕренсе пĕтернĕ.

Конкурсра Илюза пултарулăх номерĕ кăтартса парĕ, жюри тата куракансен умне каçхи кĕпепе тата пушкăрт наци тумĕпе тухĕ.

Сăмах май çакна та палăртса хăвармалла, пушкăрт пикисем Мускавра иртнĕ пĕтĕм тĕнчери конкурссенче маларах ултă çĕнтерÿçĕ коронине тивĕçнĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Пушкăртстан чысне 22 çулхи хĕр Индире «Ази пики-2023» конкурсра хÿтĕлĕ
Пушкăртстан чысне 22 çулхи хĕр Индире «Ази пики-2023» конкурсра хÿтĕлĕ
Пушкăртстан чысне 22 çулхи хĕр Индире «Ази пики-2023» конкурсра хÿтĕлĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: