Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурс
10 Кӑрлач , 17:15

Пушкăрстанра пурăнакансене сăрласа илемлетмелли конкурса хутшăнма йыхравлаççĕ

«Мĕнпур çемьепе» («Всей семьей») проект Раççейри çемьесем валли çĕнĕ конкурс ирттересси çинчен пĕлтерет. Хальхинче унта чи пĕчĕккисем хутшăнса хайсен ĕçне кăтартма пултараççĕ.

Пушкăрстанра пурăнакансене сăрласа илемлетмелли конкурса хутшăнма йыхравлаççĕ
Пушкăрстанра пурăнакансене сăрласа илемлетмелли конкурса хутшăнма йыхравлаççĕ

Конкурсра пурнăçламалли ĕç -  ÿкерчĕк çинчи çемьене тата чăрăша сăрласа илемлетмелле, унтан ăна ÿкерттермелле те ăнлантару тексчĕ çырса  https://clck.ru/37H7EZ  постра вырнаçтармалла.

Çак ĕçе январь уйăхĕн 26-мĕшĕччен (12 00 сехет, Мускав вăхăчĕпе) пурнăçламалла. Тепĕр кунне вара йĕркелÿçĕсем 50 çĕнтерÿçе палăртĕç. Вĕсене Ача-пăча тĕнчине (Детский мир) кайма сертификат парнелĕç.

Май тупса конкурса хутшăннăр, хăвăрăн шедеврсемпе çынсене паллаштарăр!

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: