Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурс
20 Кӑрлач , 16:30

Пушкăртстанри çемье Мускаври «Тăвансем – Юратнисем» форума хутшăнать

Пĕтĕм Раççейри «Тăвансем – Юратнисем» çемье форумĕнче, вăл  Мускаври ВДНХ территорийĕнче йĕркеленĕ «Раççей» куравăн лапамĕ çинче иртет, республика чысне Ĕпхÿ районĕнчи  Махмутовсен мăшăрĕ хÿтĕлет. Çакăн çинчен социаллă сетьсенче регион ертÿçи Радий Хабиров пĕлтернĕ.

Пушкăртстанри çемье Мускаври «Тăвансем – Юратнисем» форума хутшăнать
Пушкăртстанри çемье Мускаври «Тăвансем – Юратнисем» форума хутшăнать

«Ильдарпа Лилия Махмутовсен виçĕ ача – Ильяс, Арслан тата Асель. Ашшĕпе амăшĕ вĕсене тăван çĕре, ĕçе, йăла-йĕркесене юратма хăнăхтараççĕ, пĕр-пĕрне упрама тата пулăшма вĕрентеççĕ. Çак нумай ачаллă çемье 2021 çулта Пĕтĕм Раççейри «Çулталăк çемйи» конкурсăн республика шайĕнчи ăмăртура çĕнтернĕ - «Тĕслĕхлĕ пушкăрт çемйи - 2021» («Образцовая башкирская семья – 2021») уçă конкурсра «Çемье хаклăхĕсем» номинацинче мала тухнă». – тесе çырнă республика пуçлăхĕ.

Çамрăксене хавхалантарма Мускаври конкурса вĕсен ашшĕ-амăшĕсем те – Альфирăпа Ахат Муртазинсем тата Загурапа Махмут Махмутовсем – кайнă.

Сăмах май, чăваш çемйи чысне асăннă конкурсра Чăваш Енри Шупашкар муниципаллă округĕнчи Николай Анатольевичпа Алевтина Мефодьевна Семеновсен çемйи хÿтĕлет. Вĕсем пĕрле 20 çул пурăнаççĕ, 5 ача çитĕнтереççĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Пушкăртстанри çемье Мускаври «Тăвансем – Юратнисем» форума хутшăнать
Пушкăртстанри çемье Мускаври «Тăвансем – Юратнисем» форума хутшăнать
Пушкăртстанри çемье Мускаври «Тăвансем – Юратнисем» форума хутшăнать
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: