Урал сасси
-2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Конкурс
1 Нарӑсӑн , 12:25

«Янăравлă чĕрĕ сăмах» сăвă вулакансен конкурсĕ иртет

Конкурса Тĕнчери тăван чĕлхесен кунне, Раççейри Çемье çулталăкне, Пушкăртстанри çавра çул тултарнă литература деятелĕсене халалланă.

«Янăравлă чĕрĕ сăмах» сăвă вулакансен конкурсĕ иртет
«Янăравлă чĕрĕ сăмах» сăвă вулакансен конкурсĕ иртет

Унăн тĕллевĕсем: çамрăксене Пушкăртстан Республикин хальхи литература эткерĕпе (чăвашла тата тутарла) паллаштарасси; янравлă сăмахăн йăли-йĕркине чĕртесси тата аудитори умне тухса калаçас ăсталăха аталантарасси; тăван чĕлхепе çырнă илемлĕ литературăпа кăсăклантарасси, вулав культурине аталантарасси; çамрăксем хушшинче пултаруллă сăвă вулакансене тупса палăртасси.

Республика шайĕнчи конкурса 2024 çулхи февраль уйăхĕн 19-21-мĕшĕсенче Google Meet (приложенисем кирлĕ мар, вăл браузертан ĕçлет) платформа çинче онлайн мелпе ирттерĕç. Унăн ссылкине конкурса заявка тăратнă хыççăн парĕç. Мала тухнисене чысласси 2024 çулхи мартăн 29-мĕшĕнче Ĕпхÿ наукăпа технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕнче Çтерлĕ хули, Ленин урамĕ, 49-мĕш çурт адреспа иртĕ.

Сăвăсене тутарла тата чăвашла пăхмасăр каламалла. Тутар чĕлхипе тухса калакансем Расим Рахматуллин (Расим Шафи-Рахмата) поэт сăввине е Камиль Фазултдинов (Камиль Фазлый) проза произведенин  сыпăкне вуласа памалла. Чăвашсем Василий Антонов, Николай Леонтьев поэтсен сăввисене е Максим Данилов-Чалдун, Василий Антонов проза хайлавĕсен сыпăкне пăхмасăр каласа памалла. Конкурс икĕ номинаципе иртет: поэзи тата проза тексчĕсене 3 минутран ытла мар вуласси.

Ăмăртăва 8, 9, 10, 11 класс вĕренекенĕсем, аслă шкулсен, училищăсемпе колледжсен студенчĕсем хутшăнма пултараççĕ. Заявкăна [email protected] электронлă адреспа февраль уйăхĕн 15-мĕшĕччен ярса памалла. Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе, электронлă сертификатсемпе, спонсорсем уйăрнă ятарлă парнесемпе чыслĕç. Конкурс координаторĕсем: Насима Анваровна Мукимова доцент - 8 987 033 74 09, 8 961 046 09 73; Лариса Валерьевна Коротаева доцент - 8 987 249 91 97.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: