Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурс
5 Нарӑсӑн , 17:32

«Урă ял» конкурсăн приз фончĕ 48 млн тенке çитнĕ

2024 çулта  «Урă ял» конкурсăн приз фондне 48 миллион тенке çитернĕ.  Ун çинчен РФ Патшалăх Думин депутачĕ, Пĕтĕм тĕнчери пушкăртсен курултайĕн президиумĕн председателĕ Эльвира Аиткулова правительствăн оперативлă канашлăвĕнче пĕлтернĕ. 

«Урă ял» конкурсăн приз фончĕ 48 млн тенке çитнĕ
«Урă ял» конкурсăн приз фончĕ 48 млн тенке çитнĕ

- Приз фондне  пысăклатнине кура  бюджета  та шайлаштарма тÿр килчĕ. Çырусене шута илсе финала тухнисем хăйсене палăртас теççĕ, - ăнлантарса панă Эльвира Аиткулова.  –  Çак майпа конкурсăн приз фончĕ 2024 çулта 8 миллион та 400 пин тенке ÿснĕ. Ку питĕ савăнтарать, мĕншĕн тесен ялсенче тирпей-илем кĕртессипе ытларах ĕç пурнăçланĕ, çынсем хăйсен ĕçĕпе тăрăшулăхĕн çимĕçĕсене курĕç.

Ял-сала çыннисем пысăк хавхаланупа конкурса хутшăнаççĕ. Иртнĕ çулхи  сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ – ноябрь уйăхĕн 30-мĕшĕнче иртнĕ муниципаллă тапхăра 1070 ял хутлăхĕ заявка панă. Январь уйăхĕн 18-мĕшĕнче иртнĕ республикăри йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕнче вĕсене  чи пысăк, пысăк, вăтам тата пĕчĕк ялсен ушкăнне пайланă.

Пĕтĕмлетÿсене Ĕпхÿ хулинчи «Торатау» конгресс-холра тăвĕç.

«Урă ял» конкурс ĕçкĕпе кĕрешнисĕр пуçне чылай социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама пулăшать.  Çапла майпа 4 çул хушшинче конкурса хутшăннă ялсен территорийĕсенче 30 çĕнĕ ача-пăчапа спорт лапамĕ, 12 паркпа обществăлла вырăн пулма пултарнă, урамсем йĕркене кĕнĕ, çĕнĕ коммуналлă техника, шыв башни туяннă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: