Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурс
1 Мартӑн , 10:05

Пишпÿлексем «Илемпи -2024» уçă конкурса йыхравлаççĕ

Хисеплĕ туссем, Пишпÿлек районĕнчи чăвашсен Канашĕ йĕркеленипе 2024 çулхи апрель-март уйăхĕсенче «Илемпи – 2024» («Чăваш пики – 2024») уçă конкурс иртет.

Пишпÿлексем «Илемпи -2024» уçă конкурса йыхравлаççĕ
Пишпÿлексем «Илемпи -2024» уçă конкурса йыхравлаççĕ

Мероприятие пултаруллă çамрăксене тупса палăртас, вĕсене аталанма пулăшас, тăван халăх культурине, йăли-йĕркине упраса хăварас, районти çамрăксен хушшинчи социаллă тата культура çыхăнăвĕсене çирĕплетес тĕллевпе йĕркелеççĕ.
Конкурс укçа-тенкĕпе çыхăнман проект шутланать. Унта Пишпÿлек тата юнашар районсенчи çамрăксем хутшăнма пултараççĕ. Пултарулăх ăмăртăвне хăйсене сцена çинче тытма, аудиторипе хутшăнма пултаракан, чăваш халăх йăли-йĕркисене пĕлекен, шÿте ăста, ăслă та илемлĕ, пултарулăх тата артист ăсталăхĕ пур хĕрсене суйласа илеççĕ. Конкурса чăвашла лайăх калаçма, хăйсен пултарулăх вăй-хăватне уçса пама пултаракан 16-27 çулхи хĕрсене йыхравлаççĕ.
Мероприяти икĕ пайран тăрать:
I тапхăр – куçăн мар мелпе. Конкурсăн юлашки тапхăрне хутшăнас текенсем 2024 çулхи март уйăхĕн 31-мĕшĕччен заявка тата хăйсемпе паллаштармалли видео (3-5 минут) ярса памалла.
II тапхăр – финал. Вăл апрель уйăхĕн 25-мĕшĕнче иртет. Финала тухнă пикесем хăйсем унта хутшăнассине çирĕплетеççĕ те хатĕрленме пуçлаççĕ.
Конкурсăн иккĕмĕш пайĕ Пишпÿлек районне кĕрекен Пăслăк ялĕнчи культура çуртĕнче шоу-программа евĕр иртет. Ăмăрту пилĕк пайран тăрать: «Паллашу карточки», «Ăс-тăн конкурсĕ», «Пултарулăх конкурсĕ», «Чăваш наци апачĕ», «Чăваш тумĕ».
Конкурсăн юлашки тапхăрне хутшăнас текенсенчен заявкăсене 8(347-43) 2-41-27 телефон урлă тата çак электронлă адреспа: [email protected] ярса памалла. Заявкăсене кашни кунах 10.00-13.00 сехетсенче йышăнаççĕ.
Конкурс çĕнтерÿçисене çакăн пек ятсем параççĕ:
I вырăн – «Илемпи-2024»;
2 вырăн – «Вице-Илемпи-2024».
Уйрăм номинаци çĕнтерÿçисене «Çепĕç пике», «Ăслă пике», «Илĕртÿллĕ пике», «Çĕкленÿллĕ пике», «Ăстапи пике» ятсем парĕç. Куракансем сасăлавĕ хушшинче чи нумай сасă пухнă пике «Куракансем кăмăлланă пике» ята тивĕçĕ.
Йĕркелÿçĕсем.

 

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: