Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурс
20 Мартӑн , 10:00

Пишпÿлек çĕрĕ «Шур çăл» конкурс-фестивале йыхравлать

Хисеплĕ туссем, апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Пишпÿлек районĕнче «Шур çăл» ачасемпе çамрăксен регионсен хушшинчи конкурс-фестиваль çула тухать. Фестивале хутшăнма уйрăм сцена çине тухакансене, пултарулăх ушкăнĕсене йыхравлаççĕ. Репертуара кашни ушкăн хăй суйласа илет, пĕр номертен ытла пулмалла мар.

Пишпÿлек çĕрĕ «Шур çăл» конкурс-фестивале йыхравлать
Пишпÿлек çĕрĕ «Шур çăл» конкурс-фестивале йыхравлать

Фестиваль йĕркелÿçисем – Пишпÿлек район администрацийĕ, Пишпÿлекри культура керменĕ. Конкурс ПР Культура министерстви, ПР республикăри халăх пултарулăх центрĕ, Пушкăртстан Республикинчи халăхсен туслăх çурчĕ пулăшнипе пурнăçа кĕрет.

Мероприятийĕн тĕп тĕллевĕ – республикăра пурăнакан чăвашсен культура еткерне упраса хăварасси тата аталантарасси, ачасене культура хутлăхне май пур таран ытларах явăçтарасси,  вĕсен пултарулăхне тупса палăртасси тата аталантарма пулăшасси.

Конкурс икĕ тапхăрпа иртет. Пĕрремĕш суйлав тапхăрне (2024 çулхи апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен) участниксем конкурса тăратнă видеоматериалсем тăрăх онлайн мелпе йĕркелĕç. Фестивале килнĕ видеоматериалсене Пишпÿлекри культура керменĕн сайтне (апрель уйăхĕн 22-30-мĕшĕсенче) https://бижбулякскийдк.рф вырнаçтарĕç.

Суйлав турне хутшăнас текенсен заявкăпа конкурс номерне ÿкернĕ видеона йĕркелÿçĕсен адресĕпе [email protected] (село Бижбуляк, ул. Советская 25, МАУ Бижбулякский ДК методический отдел (31 кабинет)) ярса памалла. Анкета-заявкăсемпе видеосене апрель уйăхĕн 30-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Фестивалĕн иккĕмĕш тапхăрĕпе тĕп концерчĕ май уйăхĕн 18-мĕшĕнче куçăн мелпе иртет. Суйлав тапхăрĕ урлă иртнисен ячĕпе заявкăра кăтартнă электрон адресĕ çине фестивалĕн иккĕмĕш тапхăрне хутшăнма йыхрав килĕ. Конкурсантсем унта хутшăнма килĕшсен вĕсене уйрăм списока кĕртĕç.

Фестивале хутшăнакансене ÿсĕмĕсене кура икĕ ушкăна – ача-пăча (7-12 çул), çамрăксен (13-18 çул) – уйăрĕç. Çамрăк артистсем ултă тĕрлĕ номинацире (фольклор, халăх юрри, эстрада юрри, хореографи, юрă-кĕвĕ инструменчĕпе каласси, илемлĕ сăмах) хăйсен ăсталăхне кăтартса парĕç.

Ачасемпе çамрăксен регионсен хушшинчи «Шур çăл» конкурс фестивалĕ Пишпÿлек районĕн чи чаплă мероприятийĕсенчен пĕри шутланать. Вăл ПР Правительстви пулăшнипе йĕркеленет.

Ыйтса пĕлмелли телефон: 8 34743 2-10-27, фестиваль координаторĕ –З.М. Такутдинова.

Йĕркелÿ комитечĕ.   

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: