Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурс
20 Апрелӗн , 16:40

«Силпи асамачĕ» фестиваль-конкурсăн тĕп парни - кекенсенче

Ĕнер, апрель уйăхĕн 19-мĕшĕнче, Пелепей хулинчи «Урал-Батыр» наци культурисен центрĕнче «Силпи асамачĕ» XI регионсем хушшинчи çамрăксемпе ачасен фестивалĕ иртрĕ.

«Силпи асамачĕ» фестиваль-конкурсăн тĕп парни - кекенсенче
«Силпи асамачĕ» фестиваль-конкурсăн тĕп парни - кекенсенче

Пурĕ фестиваль-конкурса 45 заявка тăратнă, вĕсем Ĕпхÿ хулинчен, Миякипе Пишпÿлек, Пелепей районĕсенчен килнĕ. Ăмăртăва хутшăнакансем пилĕк номинаципе вăй виçнĕ: «Фольклор юрри тата йăла-йĕрке», «Эстрада юрри», «Ташă ташласси», «Илемлĕ сăмах», «Тĕрлĕ инструент çинче кĕвĕ каласси».

Пилĕк çынран тăракан жюри (председателĕ – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Алексей Шадриков) çĕнтерÿçĕсене палăртнă.  Тĕп парнене, Гран-прие, Мияки районĕнчи Кекентен килнĕ ачасен «Мерчен» фольклор ансамблĕ (ертÿçисем – З.С. Шуркова, З.Ф. Ефремова) тивĕçнĕ.

Мероприяти çинчен тĕплĕнрех «Урал сасси» хаçатăн 17№ вуласа пĕлме пултаратăр.

Юрий СНЕГОПАД.

«Силпи асамачĕ» фестиваль-конкурсăн тĕп парни - кекенсенче
«Силпи асамачĕ» фестиваль-конкурсăн тĕп парни - кекенсенче
«Силпи асамачĕ» фестиваль-конкурсăн тĕп парни - кекенсенче
«Силпи асамачĕ» фестиваль-конкурсăн тĕп парни - кекенсенче
«Силпи асамачĕ» фестиваль-конкурсăн тĕп парни - кекенсенче
«Силпи асамачĕ» фестиваль-конкурсăн тĕп парни - кекенсенче
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: