Урал сасси
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурс
19 Майӑн , 11:10

Пушкăртстанри чи лайăх шкул столовăйĕсене палăртнă

Пушкăртстанра Пĕтĕм Раççейри «Чи лайăх шкул столовăйĕ -2024» конкурсăн республика шайĕнчи пĕтĕмлетĕвĕсене тунă. Финал Ĕпху хулинчи «Смарт» 2№ полилингвальлĕ нумайпрофиллĕ гимназинче ĕнер, май уйăхĕн 18-мĕшĕнче, иртнĕ.

Пушкăртстанри чи лайăх шкул столовăйĕсене палăртнă
Пушкăртстанри чи лайăх шкул столовăйĕсене палăртнă

Ăмăртăвăн юлашки тапхăрне (финала) 14 шкул хутшăннă. Çав шутра - пилĕк ял шкулĕ, ултă – хула тата виççĕ миллионлă хула столовăйĕсем. Вĕрентÿ учрежденийĕсем «Хăрушлăхсăр апат-çимĕç блокĕ» («Безопасный пищеблок») квест-практика, «Ашшĕ-амăшĕсен виçĕ ыйтăвĕ» блиц-турнир ăнăçлă иртнĕ. Çавăн пекех хăйсен тематика сĕтелĕсен презентацине йĕркеленĕ.

«Миллионлă хулари чи лайăх столовăй - 2024» номинацинче çĕнтерÿçĕ ятне Ĕпхÿри 1№ гимнази тивĕçнĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Ĕпхÿри 30№ начар илтекен ачасен коррекциллĕ шкул интерначĕ тата 35№ Вĕрентÿ центрĕ пайланă.

«Хулари шкулсенчи чи лайăх столовăй - 2024» номинацинче Нефтекамскри 17№ «Взлетай» шкул мала тухнă. Октябрьскийĕнчи 1№ шкул (2-мĕш вырăн) тата Çтерлĕри 9№ шкул (3-мĕш вырăн) призерсем пулса тăнă.

«Ял шкулĕсенчи чи лайăх столовăй -2024» номинацинче Благовар районĕнчи Языково салинчи шкул команди çĕнтернĕ. Куюргазă районĕнчи Бугульча ялĕнчи шкул иккĕмĕш пулнă, виççĕмĕш, парнеллĕ, вырăна Илиш районĕнчи Верхнеяркеевăри 4№ шкул тивĕçнĕ.

Унсăр пуçне конкурс комиссийĕн пайташĕсем шкулсенчи поварсен хатĕрленÿ шайне тата професси ăсталăхне хак панă. ПР Вĕрентÿ министерствин «Çĕнтерес кăмăлшăн» дипломĕпе Чекмагуш ялĕнчи гимназине чысланă. Çÿлти Татăшлă  ялĕнчи шкулăн çитĕнĕвĕсене Роспотребнадзорăн регионти управленин «Сывлăхлă пурнăç йĕркине пропагандаланăшăн» дипломпа палăртнă. Социаллă апатлану управленин «Ашшĕ-амăшĕсемпе лайăх çыхăнура пулнăшăн» диплом хуçи Агидель хулинчи Р.К. Холбан ячĕллĕ 1№ шкул пулса тăнă. Республикăри социаллă апатлану предприятийĕсен ассоциацийĕн «Сывлăх енчен хавшак, сусăр ачасене тимлĕх уйăрнăшăн» диплом Белорецкри 8№ шкул аллине лекнĕ.

Пире уйрăмах Пелепей хулинчи чăваш гимназийĕн çитĕнĕвĕ савăнтарчĕ. Пушкăртстанри кулинарсен, рестораторсен тата отельерсен ассоциацийĕ вĕсене «Шухăша лăйăх хăтланăшăн»  («Лучшая презентация идеи») дипломпа палăртса чысланă. Маттурсем!

Регионта çĕнтернĕ шкулсем республика чысне 2024 çулхи кĕркунне  «Чи лайăх шкул столовайĕ» Раççей шайĕнчи конкурсра хÿтĕлĕç.Çурма финал тата финал Мордови Республикинче иртмелле.

Юрий СНЕГОПАД.

Пушкăртстанри чи лайăх шкул столовăйĕсене палăртнă
Пушкăртстанри чи лайăх шкул столовăйĕсене палăртнă
Пушкăртстанри чи лайăх шкул столовăйĕсене палăртнă
Пушкăртстанри чи лайăх шкул столовăйĕсене палăртнă
Пушкăртстанри чи лайăх шкул столовăйĕсене палăртнă
Пушкăртстанри чи лайăх шкул столовăйĕсене палăртнă
Пушкăртстанри чи лайăх шкул столовăйĕсене палăртнă
Пушкăртстанри чи лайăх шкул столовăйĕсене палăртнă
Пушкăртстанри чи лайăх шкул столовăйĕсене палăртнă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: