Урал сасси
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Конкурс
8 Октябрӗн , 12:05

Чăваш Ен хĕрĕ – Раççейри чи илемлĕ пике

Шупашкар хулинчи Валентина Алексеева «Раççей пики – 2024» конкурс çĕнтерÿçи пулса тăнă. Чăваш Ен хĕрĕ пĕр миллион доллар тăракан коронăна тата пĕр миллион тенкĕлĕх сертификата илме тивĕçнĕ. Илемлĕх наци конкурсĕн финалĕ Мускаври «Барвиха Luxry Village» концерт залĕнче иртнĕ. Унта çĕршыври 50 хĕр хутшăннă.

Чăваш Ен хĕрĕ – Раççейри чи илемлĕ пике
Чăваш Ен хĕрĕ – Раççейри чи илемлĕ пике

Пикесем чăннипех те маттур та ăста, пултаруллă пулнипе тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтернĕ. Вĕсене Дмитрий Маликов музыкант, Юлиана Караулова юрăç, Владимир Матецкий композитор, Игорь Чапурин дизайнер, «Раççей пики» наци конкурсĕн тĕп директорĕ Анастасия Беляк тата Игорь Кимяшов стилист хак панă.
«Раççей пики – 2024» ята тивĕçнĕ Валентина Алексеева 18 çулта. Пике Шупашкарти 5№ гимназире вĕреннĕ, ăна ылтăн медальпе пĕтернĕ. Кăларăм каçĕ иртиччен, çулталăк çурă маларах, хĕр пирвайхи хут илемлĕх ăмăртăвне хутшăннă. Вуннăмĕш класра вăл «Чăваш Ен пики – 2023» ята çĕнсе илнĕ пулнă. Халĕ Валентина Мускаври медицина университетĕнче пĕрремĕш курсра вĕренет, тухтăр пулма ĕмĕтленет. Вăл «Пĕтĕм тĕнче пики» титула çĕнсе илме сăмах панă.
– Сцена çине тухнă чухне эпĕ çĕнтерессе шанманччĕ, ун пирки шухăшламан та. Ман шутпа, конкурса хутшăнма пултарни, сцена çине тухма май пулни, савăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ытти мĕнле пулмалла – çавăн пек пулать. Малашнехи плансем Раççей чысне Мексикăра иртекен «Пĕтĕм тĕнче пики» конкурсра тивĕçлĕ хÿтĕлессипе çыхăннă. Эпĕ мĕн тума пултарнипе пултарайманнине тума тăрăшăп, – тенĕ Валентина.
Ирида МАТНИЯЗОВА.

Чăваш Ен хĕрĕ – Раççейри чи илемлĕ пике
Чăваш Ен хĕрĕ – Раççейри чи илемлĕ пике
Чăваш Ен хĕрĕ – Раççейри чи илемлĕ пике
Чăваш Ен хĕрĕ – Раççейри чи илемлĕ пике
Чăваш Ен хĕрĕ – Раççейри чи илемлĕ пике
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: