Пур хыпар та
Конкурс
27 Декабрӗн 2024, 17:45

Хула администраци пуçлăхĕн грантне чăваш наципе культура автономийĕ тивĕçнĕ

Ĕнер, декабрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче, Çтерлĕре оперативлă канашлу вăхăтĕнче хула администраци пуçлăхĕн грантне çĕнсе илессишĕн пынă конкурс пĕтĕмлетĕвне тунă, çĕнтерÿçĕсене палăртнă. Икĕ номинаципе иртнĕ конкурсра 7 кăсăк та социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене суйласа илнĕ, вĕсем кашниех 250 пин тенкĕ укçа-тенкĕ пулăшăвне тивĕçнĕ.

Хула администраци пуçлăхĕн грантне чăваш наципе культура автономийĕ тивĕçнĕ
Хула администраци пуçлăхĕн грантне чăваш наципе культура автономийĕ тивĕçнĕ

 «Патриотизм» номинацинче çак пĕрлешÿсем çĕнтернĕ:

- «Ача тата амăшĕ» ыркăмăллăх фончĕ, «Чĕре туртнипе» проектшăн.

- «Салават Юлаев» ячĕллĕ çамрăксене çар ĕçне хăнăхтаракан центр, «Чыс тата Тăван çĕршыв – пуринчен хакли!» проектшăн.

- «Этюд» вокалпа театр мастерскойĕ, «Чĕрĕлсе тăнă страницăсем» вербатим мелĕпе хатĕрленĕ музыкаллă кăтарту» проектшăн.

«Çтерлĕ – активлă хула» номинаци çĕнтерÿçисем:

- Çтерлĕ хулинчи чăвашсен наципе культура автономийĕ, «Хула шайĕнче иртекен «Ачалăх тĕнчи» тĕрлĕ жанрлă фестиваль-конкурс» проектшăн.

- Пушкăртстан Республикинчи физкультурăпа спорта пулăшас тата аталатарас енĕпе ĕçлекен «Таса ЧУПУ» («Чисто БЕГ») ыркăмăллăх фончĕ.

- «Пушкăртстанăн урă ăрăвĕ» автономлă коммерцисĕр пĕрлешÿ, «Телейлĕ анне» проектшăн.

- Пушкăртстан Республикинчи «Ăнăçуллă хĕрарăмсен союзĕ» регионти обществăлла организаци, «Илем - вăл вăй» проектшăн.

Эпир çĕнтерÿçĕсене пурне те чун-чĕререн саламлатпăр. Уйрăмах Çтерлĕ хулинчи чăваш наципе культура автономийĕн çитĕнĕвĕшĕн савăнатпăр та мăнаçланатпăр.

Сăмах май, 250 пин тенкĕ тăракан сертификата хула администраци пуçлăхĕн Эмиль Шаймардановăн аллинчен автономи ертÿçи Оксана Федорова илнĕ. Маттур Оксана Петровна тата унăн туслă команди. Малашне те ăнăçусем сунатпăр.

Юрий СНЕГОПАД.

Хула администраци пуçлăхĕн грантне чăваш наципе культура автономийĕ тивĕçнĕ
Хула администраци пуçлăхĕн грантне чăваш наципе культура автономийĕ тивĕçнĕ
Хула администраци пуçлăхĕн грантне чăваш наципе культура автономийĕ тивĕçнĕ
Хула администраци пуçлăхĕн грантне чăваш наципе культура автономийĕ тивĕçнĕ
Хула администраци пуçлăхĕн грантне чăваш наципе культура автономийĕ тивĕçнĕ
Хула администраци пуçлăхĕн грантне чăваш наципе культура автономийĕ тивĕçнĕ
Хула администраци пуçлăхĕн грантне чăваш наципе культура автономийĕ тивĕçнĕ
Хула администраци пуçлăхĕн грантне чăваш наципе культура автономийĕ тивĕçнĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: