Ăмăртăва Раççей Федерацин тĕрлĕ регионĕсенче пурăнакан 5-17 çулхи ачасем хутшăнма пултараççĕ. Вĕсене ÿсĕмĕ тăрăх виçĕ пая (5-9 çулхисем, 9-13 çулхисем, 13-17 çулхисем) пайлаççĕ. Ӳкерчĕксен теми Санкт-Петербург хулипе, Чăваш Енпе, наци йăли-йĕркисемпе, культурипе çыхăнмалла. Конкурса икĕ ĕçрен ытла тăратма юрамасть. Вĕсене сканер витĕр кăларса е сăн ÿкерчĕк евĕр 9840450@mail электронлă адреспа ярса памалла. Оригиналсен калăпăшĕ А4, А3 форматлă пулмалла. Конкурса хутшăнаканăн анкета та çырмалла. Унта ячĕпе хушаматне, ÿсĕмне, хула е ял, вĕрентÿ учрежденине, çыхăнмалли телефонне, ĕçĕн ятне, ÿкерчĕкре мĕне сăнарланине кĕскен çырса кăтартмалла. Ĕçре цифра технологийĕсемпе, компьютер программисемпе усă курма юрамасть.
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсене тунă май çĕнтерÿçĕсене 2025 çулхи февраль уйăхĕнчен пуçласа апрель уйăхĕччен Санкт-Петербург тата Шупашкар хулисенче палăртĕç.
Çĕнтерÿçĕсен списокне йĕркелÿçĕсен социаллă сечĕсенче 2025 çулхи февраль уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн пичетлесе кăларĕç. Ачасен ÿкерчĕкĕсене январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшĕччен 9840450@mail электронлă адреспа йышăнаççĕ.
Йĕркелÿ комитечĕ.