Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Конкурс
29 Кӑрлач 2025, 09:50

«Пĕтĕм Раççейри Васильев вулавĕсем» фестивале йыхравлатпăр

«Пĕтĕм Раççейри Васильев вулавĕсем» фестиваль Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалланă патшалăх мероприятийĕсен шайĕнче иртĕ.

«Пĕтĕм Раççейри Васильев вулавĕсем» фестивале йыхравлатпăр«Пĕтĕм Раççейри Васильев вулавĕсем» фестивале йыхравлатпăр
«Пĕтĕм Раççейри Васильев вулавĕсем» фестивале йыхравлатпăр

Ăна Пĕтĕм аРаççейри Васильев вулавĕсен ертÿçи Лидия Майорова, председатель тивĕçне пурнăçлакан Анна Сучкова (Мускав облаçĕнчи Солнечногорск хули), Вырăс писателĕсен союзĕ (председателĕ – Анатолий Аринин), «Кăмăл-сипетĕн вырăс академийĕ» наукăпа культурăна тата çут ĕç ĕç-хĕлне аталантарассипе ĕçлекен автономлă коммерци шутне кĕмен организаци, «Раççей офицерĕсем» Пĕтĕм Раççейри пĕрлĕх (Мускав хули) йĕркелĕç. Борис Васильев çыравçă вулакансене хăйĕн «Офицеры», «Аты-баты шли солдаты», «Завтра была война», «А зори здесь тихие…» хайлавсемпе тыткăна илнине палăртса хăвармалла.

Мероприяти тĕллевĕсем - Борис Васильев пултарулăхне халăх хушшинче сарасси тата паллă çыравçăн ятне Солнечногорск хулинчи шкул ачисен тата унта пурăнакансен хушшинче кăна мар, Раççей Федерацийĕнче ĕмĕрлĕхех асра хăварасси;  художествăлла литература урлă Тăван çăршывăн паттăрла историйĕпе тата çар мухтавĕпе паллаштарасси; ачасемпе çамрăксене гражданла тата патриотизмла воспитани парасси; Б. Л. Васильевăн литература еткерне хальхи шкул ачисемпе курсантсем, кадетсемпе студентсем мĕнле хак панине тĕпчесси. Çавăн пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин историне вĕренес, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи хăвăн йăх-несĕлне тĕпчес интереса çуратасси; çемье тата çемье хаклăхĕсен институтне çирĕплетесси пулса тăрать. Унсăр пуçне  Борис Васильев писателĕн кун-çулне тĕпчесси; унăн хайлавĕсем пулăшнипе çамрăк тата аслă ăру хушшинче пултаруллă çынсене тупса палăртасси; «Пĕтĕм Раççейри Васильев вулавĕсем» фестивале хутшăнакансен чи лайăх сăн ÿкерчĕкĕсен куравне йĕркелесси тата ытти те кĕрет.

Мероприяти шайĕнче çакăн йышши конкурссем иртĕç: сочиненисен конкурсĕ;  эссе конкурсĕ; проза хайлавне илемлĕ вуласа парасси; илемлĕ сăвă вуласси; çыравçăн пултарулăхне тата биографине халалланă сăн ÿкерчĕксен конкурсĕ; авторла сăвăсен конкурсĕ; çыравçăн пултарулăхĕ тăрăх лартнă сценкăсен конкурсĕ; «Скульптура» конкурсĕ; «Борис Васильева вулатпăр» акци.

Ăмăртусене 7-9, 10-12, 13-15, 16-21 тата 22 çултан аслăраххисем хутшăнма пултараççĕ. Заявкăна тата ĕçсене vasilevskiye.chteniya@mail.ru электронлă адреспа 2025 çулхи март уйăхĕн 1-мĕшĕччен ярса памалла. Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе, электронлă сертификатсемпе, спонсорсем уйăрнă ятарлă парнесемпе чыслĕç.  

Фестивалĕн положенийĕпе тĕплĕнрех çак ссылка урлă паллашма пулать: https://mcb-hval.srt.muzkult.ru/media/2024/09/23/1333324140/XI_Vserossiejskie_Vasil_evskie_chteniya_2024-2025._Put_k_Velikoj_Pobede.pdf

Йĕркелÿçĕсем.  

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас