Урал сасси
+7 °С
Облачно
Конкурс
25 Февраля 2025, 10:45

Чăваш гимнази вĕрентекенне ăнăçу сунатпăр

Паян  Ĕпхÿ хулинче «Пушкăртстанри çулталăк учителĕ-2025» республика конкурсĕн чаплă церемонийĕ иртет.

Добавить в предпочтительные источники Google
Чăваш гимнази вĕрентекенне ăнăçу сунатпăрЧăваш гимнази вĕрентекенне ăнăçу сунатпăр
Чăваш гимнази вĕрентекенне ăнăçу сунатпăр

Çавăн пекех ун шайĕнче «Çулталăкри тăван чĕлхепе литература вĕрентекенĕ» конкурса та йĕркеленĕ.

Пелепей районĕн чысне чăваш гимназинче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Полина Геннадьевна Кирилова хÿтĕлет. Полина Геннадьевна – Пушкăртстан Республикин вĕрентÿ отличникĕ, пысăк опытлă педагог. Вăл  ăмăртура педагогика ăсталăхне çÿллĕ шайра кăтартасса шанатпăр. Пултаруллă вĕрентекене сумлă конкурсра ăнăçу сунатпăр!

Автор:Инга Алексеева