Кăçал ăна Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкне тата Пушкăртстанри литература деятелĕсене-юбилярсене халалланă. Конкурса Авӑркас, Давлекан тата Кармаскалă районĕсенчи вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ.
Мероприятие пуçтарăннисене вĕренӳ пайĕн пуҫлӑхӗ Р.А. Гилязетдинов, лицей директорӗ Л.Д. Васильева, тутар тата чӑваш филологи кафедрин ертÿçи И.С. Мансуров ӑнӑҫу сунса саламларӗҫ.
Вӗренекенсем сӑвӑ епле вуланине Ӗпхӳ наука тата технологисен университечӗн Ҫтерлӗ филиалӗн тутар тата чăваш филологи кафедринче вӑй хуракан Л.А. Афанасьева доцент, пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультетĕнче 3-мӗш курсра вĕренекен Ольга Никитина студентка тата Толбазăри культура керменĕн директорĕ Ю.Т. Федорова хак пачӗҫ. Конкурс кооординаторĕ Л.В. Коротаева доцент пулчӗ. Литература ăмăртăвне хутшăнакансем Мӗтри Мишшин тата Геннадий Даниловӑн сӑввисене илемлӗн вуласа кӑтартрӗҫ.
Вырăнти тапхӑрта мала тухнă сӑвӑ вулакансене март уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Ӗпхӳ наука тата технологисен университечӗн Ҫтерлӗ филиалӗнче ырӑ сунса кӗтетпӗр!
Толбазӑсем хӑнасене питӗ кӑмӑллӑ та тарават кӗтсе илчӗҫ. Ҫавăн пекех ытти шкул вӗрентекенĕсем те ачасене ӑшшӑн саламларӗҫ, малалла ӑнӑҫусем сунчӗҫ тата конкурса йĕркелекенсене тав сăмахĕ каларĕç. «Янӑравлӑ чӗрӗ сӑмах» конкурсӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ лăпкă та ĕçлĕ лару-тăрура иртрĕ.
Ольга НИКИТИНА, Ӗпхӳ наука тата технологисен университечӗн Ҫтерлӗ филиалӗн 3-мӗш курс студентки.