Вăл «Ялти культура учрежденин чи лайăх ĕçченĕ» диплома тивĕçнĕ.
Сания Наильевна библиотекарьте 2008 çултанпа ĕçлет. Хăйĕн ĕçне юратнипе, професси ăсталăхĕ пуррипе библиотека ял çыннисемшĕн информаципе культура центрне çаврăннă. Кăсăк мероприятисемпе тĕл пулусем иртекен çĕре çынсем хаваспах çÿреççĕ. Çавăн пекех унта «Ял хĕрарăмĕ» («Сельчанка») клуб ĕçлет, «Музей юмахĕ» («Музейная сказка») чăваш культурин кĕтесĕ пур.
Сания Архипова пуçарнипе СВО салтакĕсем валли маскировка сечĕсем çыхмалли мастерской уçнă.
Библиотекаре панă награда унăн тивĕçĕсене йышăнни çеç мар, ертÿçĕсем ун ĕçне курса хакланине те çирĕплетет.
- Мана çакăн пек пысăк тимлĕх уйăрнăран именерех тăратăп-ха. Паллах, ку маншăн пысăк çитĕнÿ, савăнăç. Асăннă конкурса хутшăнма маларах та пĕрре мар заявка панă. Халĕ манăн вăхăт çитрĕ пулĕ. Хамăн ĕçе тÿрĕ кăмăлтан, чунпа парăнса пурнăçлама тăрăшатăп. Малалла ĕçлемелле, пурнăçламалли ĕçсемпе плансем чылай-ха, - каласа панă çитĕнĕвĕ çинчен Сания Наильевна.
Светлана ПРОКОФЬЕВА.