Çурхи илем конкурсне Удмуртирен, Тутарстанран, Чăваш Енрен тата Пушкăртстанран 99 пике хутшăннă. Конкурсанткăсене «Миссис ЮАР – 2023» титула тивӗçнӗ Палеса Матьеккане (Palesa Matjekane) хакланă.
Çӗнтерӳçӗсен хушшинче чăвашсем те пур. Чăваш Енри Канаш районĕнчи Хучел ялĕнче çуралнă, халĕ Ижевск хулинче пурăнакан Алина Денисова. Вăл «Миссис ПФО – 2025» титула тивӗçнӗ. Çамрăк хӗрарăм – предприниматель. Унăн 12 хӗр çитӗнет. Çав вăхăтрах илем конкурсĕсене хутшăнма та вăхăт тупать.
Каласа хăвармалла, «Мисс ПФО – 2025» титула Глазов хулинче пурăнакан Снежана Мышкина çӗнсе илнӗ. «Миссис Удмуртия –2025» Сарапул хулинчен Анна Трапезникова-Черепанова пулса тăнă.