Пур хыпар та
Конкурс
5 Апрелӗн , 17:25

Мускав королевин йăх-несĕлĕнче чăваш юнĕ пур

Нумаях пулмасть «Мускав тата Мускав облаҫӗн королеви» илем тата амӑшлӑх конкурсăн финалĕ иртнӗ. Унта пурĕ 25 çултан пуçласа 60 çула çитичченхи 47 çын хутшăннă. Вĕсен хушшинче нумай ачаллă аннесем, СВО паттăрĕсен мăшăрĕсем, ăнăçлă ĕçлекен усламçăсем, юристсем, стюардессасем, телеертÿçĕсем, артистсем, тухтăрсем, психологсем пулнă.  

Мускав королевин йăх-несĕлĕнче чăваш юнĕ пур
Мускав королевин йăх-несĕлĕнче чăваш юнĕ пур

Çак конкурсра Юлия Переверзева Гран-при çĕнсе илнĕ. Унӑн йӑх несӗлӗсем – Чӑваш Енрен.

Юлия Мускавра пурӑнать. Унӑн ашшӗ – Чӑваш Енрен. Пике хӑй те 11-16 ҫулта чухне Шупашкарта пурӑннӑ, чӑвашла калаҫма, ташлама вӗреннӗ.

Юлия конкурсра та чӑваш эрешӗллӗ тум тӑхӑннӑ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: