- Çулрсерен иртекен ăмăрту пирĕн республика ĕç династийĕсемпе пуян пулнине çирĕплетет. Эпир тĕрлĕ професси çыннисем конкурспа кăсăкланнине куратпăр. Çавна пула ĕç сферин енĕсем те ÿçрĕç – кăçал вĕсем вун саккăра çитрĕç. Эпир çемьери юратнă профессипе ( вĕрентекенпе, тухтăрпа, журналистпа, пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх ĕçченĕпе, лесникпе, сунарçăпа тата ытти профессисемпе) çыхăннă кăсăк историсем кĕтетпĕр, - пĕлтернĕ регионти çемье, ĕç тата халăха социаллă хÿтĕлев паракан министр Ленара Иванова.
Конкурса виçĕ номинаципе йĕркелеççĕ: «Тухăçлă ĕçленĕшĕн» (нумай наградăсене тивĕçнисем), «Ăрусен хушшинчи çыхăнушă» (чи пысăк йышлă династисем) тата «Аслă династи» (чи вăрăм ĕç стажĕ пуррисем).
Конкураса виçĕ е ытларах çынран тăракан çемьесем хутшăнма пултараççĕ. Çав вăхăтрах династинчи пĕр çынран кая мар яланах Пушкăртстанра пурăнмалла тата республикăри предприятинче ĕçлемелле. Вăл е ку сферăри ĕçленин династи стажĕ 30 çултан сахал пулмалла мар.
Ăмăрту çĕнтерÿçисене Республика кунне (октябрь уйăхĕн 11-мĕшĕнче) халалланă мероприятинче чыслĕç.
ПР правительствин инфографики.