Пур хыпар та
Конкурс
27 Апрелӗн 2025, 16:15

«Кĕмĕл сасă - 2025» конкурсра Пушкăртстан çамрăкĕсем çитĕнÿсемпе савăнтарнă

  Ĕнер, апрель уйăхĕн 26-мĕшĕнче, Шупашкарта Туслăх çуртĕнче чăваш эстрада юррин Раççей шайĕнчи «Кĕмĕл сасă - 2025» конкурс-фестиваль 26-мĕш хут иртнĕ. Ăна йăлана кĕнĕ тăрăх, яланхи пекех Чăваш Республикин Культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви пулăшнипе Чăваш наци конгресĕ йĕркелнĕ. Унта Тутарстанпа Пушкăртстан республикисенчи, Пенза облаçĕнчи тата Чăваш Енри тĕрлĕ муниципаллă округсенчи пултаруллă уйрăм çамрăксемпе ансамбльсем (14 çултан пуçласа  35 çула çитнисем) чылайăн хутшăннă.

«Кĕмĕл сасă - 2025» конкурсра Пушкăртстан çамрăкĕсем çитĕнÿсемпе савăнтарнă
«Кĕмĕл сасă - 2025» конкурсра Пушкăртстан çамрăкĕсем çитĕнÿсемпе савăнтарнă

Конкурса сумлӑ жюри пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн ҫакӑ паллӑ пулнă: Гран-прие Елчӗк тӑрӑхӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ хӗрӗ, вун пӗрмӗш класра вӗренекен Виктория Романова ҫӗнсе илнĕ.
Уйрӑм юрлакансенчен пӗрремӗш вырӑна Пушкӑртстанри Авăркас районĕнче çуралса ÿснĕ Марина Иванова тухнă. «Кĕмĕл сасăн» иккӗмӗш пусми çине  Сӗнтӗрвӑрри пики Александра Шевнина хăпарма пултарнă. Виҫҫӗмӗш степеньлĕ диплома вара Пушкӑртстанри Ҫтерлӗ хулинче пурӑнакан
Константин Петров студент тата Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗн каччи Александр Филиппов тивĕçнĕ.

Ушкӑнпа юрлакан юрӑҫсем хушшинче Ҫӗнӗ Шупашкарти "Шевле" ансамбль - пӗрремӗш, Пушкӑртстанран килнӗ "Риан" дуэт (Маринăпа Антон Иванов пĕртăвансем) - иккӗмӗш, Пенза тӑрӑхӗнчи "Икӗ Марье" дуэт виҫҫӗмӗш вырӑнсене йышӑннă.

Гран-при ҫӗнсе илнӗ Виктория Романовӑна ЧНКан пӗрремӗш вице-президенчӗ, "Тус" строительсен фирмин ертӳҫи Николай Угаслов чи сумлӑ парнепе - санаторинче канмалли путевкӑпа - тивӗҫтернӗ. Виктори путевкӑна ӑна пур енӗпе те хавхалантарса пыракан юратнӑ амӑшне пама шутланине пӗлтернӗ.
Ытти ҫӗнтерӳҫӗсем те дипломсемпе сумлӑ парнесене тивӗҫнĕ. Конкурса йӗркелекен Чăваш наци конгресĕн ертӳҫисемпе пайташӗсем юрӑҫсене пӗрне те парнесӗр хăварман.

Пĕтĕмлетсе каласан çакна палăртса хăвармалла. Пушкăртстанри çамрăк юрă ăстисемшĕн çак ăмăрту тухăçлă та ăнăçлă иртнĕ темелле. Вĕсене пурне çакăн пек сумлă фестивальте çитĕнÿсем тунă ятпа саламлатпăр.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас