Пур хыпар та
Конкурс
16 Майӑн 2025, 12:00

«Урă ял» конкурс çĕнтерÿçисем паллă

Май уйăхĕн 15-мĕшĕнче Ĕпхÿре республикăри 12 урă ял ятне пĕлтернĕ. «Урă ял» республика конкурсĕнче мала тухнисене «Башкортостан» патшалăх концерт залĕнче чысланă.

«Урă ял» конкурс çĕнтерÿçисем паллă
«Урă ял» конкурс çĕнтерÿçисем паллă

«Чи пысăк ял-саласем» номинацире пĕрремĕш вырăна Белокатай районĕнчи Белянка ялĕ тивĕçнĕ, иккĕмĕш вырăна – Авăркас тăрăхĕнчи Исмагилово сали, виççĕмĕш вырăна – Караидель районĕнчи Абызово сали.

«Пысăк ял-саласем» номинацире пĕрремĕш вырăна Кугарчă районĕнчи Таваканово ялĕ, иккĕмĕш вырăна Абзелил тăрăхĕнчи Казмашево, виççĕмĕш вырăна Бурзян районĕнчи Иргизлы ялĕ тухнă.

«Вăтам ял-саласем» номинацире пĕрремĕш вырăна Аскин тăрăхĕнчи Амирово ялĕ çĕнсе илнĕ, иикĕмĕшне – Благовар районĕнчи Янышево сали, виççĕмĕшне – Çтерлĕ тăрăхĕнчи Аючево сали. 

«Пĕчĕк ял-саласем» номинацире Зианчура районĕнчи Кинзябулатово ялĕ çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Бурай тăрăхĕнчи Алтаево ялĕпе Туймазăри Байракатуба пайланă.

Çĕнтерÿçĕсем тĕп наградăсене Патшалăх Думин депутачĕн, Пĕтĕм тĕнчери пушкăртсен курултайĕн президиумĕн председателĕн Эльвира Аиткулован, ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн председателĕн Константин Толкачевăн аллинчен илнĕ. Пушкăрт парламенчĕн спикерĕ палăртнă тăрăх, «Урă ял» сывлăхлă пурнăç территорийĕ шутланать. Унта демографи лару-тăрăвĕ лайăхланать, социаллă аталану вăй илет, çирĕп çемьесем йĕркеленеççĕ, телейлĕ ачасем çитĕнеççĕ.

Конкурс çĕнтерÿçисемпе мероприятие хутшăнакансене ПР Правительствин премьер-министрĕн пĕрремĕш çумĕ Урал Кильсенбаев та саламланă. Вăл конкурс 1984 çултах вăй илнине палăртнă.

 - Ун чухне Абзелил районĕнчи Саиткулово ялĕн çыннисем хăйсен ялне урă та сывлăхлă пурнăçпа пурăнакан ял тесе пĕлтернĕччĕ. Каярах вĕсен çумне тата темиçе ял хутшăнчĕ. Çавăнтанпа 40 çул иртрĕ. «Урă ял» республика конкурсĕ 2011 çултанпа иртет. Вăл пуррипе темиçе ăрура тĕрĕс хаклăх йĕркеленет, - тенĕ Урал Кильсенбаев.

 

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас