Пур хыпар та
Конкурс
19 Майӑн 2025, 15:00

Пушкăртстанри çамрăксем 28 млн тенкĕлĕх грантсем çĕнсе илнĕ

Раççейри çамрăксемпе ĕçлекен федераллă агентство йĕркеленĕ конкурсра Пушкăртстан çамрăкĕсем 28 млн тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ.

Пушкăртстанри çамрăксем 28 млн тенкĕлĕх грантсем çĕнсе илнĕ
Пушкăртстанри çамрăксем 28 млн тенкĕлĕх грантсем çĕнсе илнĕ

Республикăри çамрăксен политикин министрĕ Вито Сабиров пĕлтернĕ тăрăх, Пушкăртстан çĕнтерÿçĕсен шучĕпе тата грантсен виçипе Раççейри чи хастар пилĕк регион шутне кĕнĕ. Мĕншĕн тесен конкурсра 53 çамрăк мала тухнă, вĕсен проекчĕсене пурнăçа кĕртме 27 925 640 тенкĕлĕх грант пулăшăвĕ уйăрса панă.

 - Çĕнтерÿçĕсене саламлатăп, проектсене тухăçлă пурнăçа кĕртме сунатăп. Çавăн пекех Çамрăксен проект офисне тата конкурсантсене хатĕрлеме пулăшнă экспертсен пĕрлĕхне тав сăмахĕ калатăп, - тенĕ Вито Сабиров.  

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас