Алина Владимировна Ермеккей районĕнчи Янăшма ялĕнче пурăнать, вырăнти шкулта вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕ пулса 38 çул тăрăшать. Конкурса тăратнă сăн ÿкерчĕке садра чие пуçтарнă чух тунă.
- Чие татнă чух шуйсене (улитка) туратсем, çулçăсем, çырласем çинче чылай асăрхарăм, пĕри вара йăрăм-йăрăмли питĕрех те кăмăла кайрĕ. Çавăнпа ÿкерсе илес терĕм. Каярах «Урал сасси» хаçатра конкурс иртнине пĕлсен ытти çынсем те çак хитрелĕхе курччăр тесе ярса парас терĕм. Çапла майпа пĕчĕк çеç шуй мана çĕнтерÿ патне илсе çитерчĕ. Паллах, сасăлав хĕрÿ пулнине те каласа хăварас килет. Унта тăвансемпе ĕçтешсем, вĕренекенсемпе хамăр ялсем, пĕлĕшсем пулăшрĕç. Студент чух пĕрле вĕреннисене те явăçтартăм, - конкурса хутшăнни çинчен каласа парать аслă категориллĕ вĕрентекен.
Эпир Алина Павлована редакци ятĕнчен ăшшăн саламлатпăр, пулас конкурссене малашне те хутшăнма хавхалану сунатпăр. Тавралăхри илеме курма пĕлни вăл хăй телей-çке!
Инга АЛЕКСЕЕВА.