Буряти Республикинче «Тӑван чӗлхепе тӑван литературӑна чи лайӑх вӗрентекен» конкурсӑн юлашки тапхӑрӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Республикин чысне Ираида Матьянова вӗрентекен хÿтĕленĕ.
Ираида Васильевна çурма финала тухнă май чи лăйăх вĕрентекенсенчен пĕри пулса тăнă. Халĕ унăн финалта 15 регионти 15 вĕрентекенпе ăмăртма тÿр килет. Конкурсра вăй виçекенсен географийĕ анлă – Кабардин Балкар Республикинчен пуçласа Алтая çити. Кунта уроксемпе методика хатĕрĕленĕвĕсене професси ăсталăхĕ енчен чи çуллĕ шая лартнă тата хăйсен ĕçне чунран юратакан вĕрентекенсем хутшăшаççĕ.
Эпир Чăваш Ен вĕрентекенне, Ираида Матьянована, ăнăçу сунатпăр.
Юрий СНЕГОПАД.