Пушкăртстанри Обществăлла палатăра «Атте хастарлăхĕ» общество наградин VI республика конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕсене тунă. Конкурс комиссийĕ 173 çынран 34 çĕнтерÿçе суйланă.
- «Атте хастарлăхĕ» çулсерен йĕркелекен конкурс Пушкăртстан çыннисем хушшинче хăйĕн пĕлтерĕшĕпе кирлĕлĕхне тепĕр хут çирĕплетрĕ. Çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнисен ячĕсемпе мăнаçланатпăр. Мĕншĕн тесен шăпах çакăн пек аттесем пуррипе республикăн тивĕçлĕ гражданинĕсем çитĕнеççĕ, çемье хаклăхĕсем çирĕпленеççĕ, сывлăхлă общество йĕркеленет, - тенĕ ПР Обществăлла палатăн пайташĕ, «Атте хастарлăхĕ» республика конкурсĕн кандидачĕсене тăратассипе ĕçлекен вăхăтлăх ĕç ушкăнĕн ертÿçи Алина Хабирова.
Конкурс йĕркелÿçисен сăмахĕсем тăрăх, номинантсене виçĕ критерипе хакланă: ачисене воспитани парас, общество ĕçне хутшăнас, çемье хаклăхĕсене аталантарас тата сыхласа хăварас ĕçсене тÿпе хывни; ĕçри çитĕнĕвĕсем.
Çĕнтерÿçĕсене Атте кунне халалласа кăçалхи октябрь уйăхĕнче чыслама палăртнă.