2025 çулта иртекен конкурсăн теми – «Улăпăн тĕрленĕ хăвачĕ» («Вышитая сила Улыпа»). Алĕç ăстисем чăваш халапне, 77 хĕр Улăп паттăрăн вăй-хăватне ÿстерекен кĕпине мĕнле тĕрленине аса илĕç.
Тĕрленĕ япалан виçи тĕрлĕ пулма пултарать. Анчах арçын сăнарĕн яланхи паллисем технологи йăлисемпе, тĕррисемпе, тĕсĕсемпе килĕшсе тăмалла.
Конкурс ĕçĕсене Чăваш тĕррин музейĕ 2025 çулхи ноябрь уйăхĕн 7-мĕшĕччен Шупашкар хули, Карл Маркс урамĕ, 32-мĕш çурт адреспа йышăнĕ.
Çĕнтерÿçĕсене Чăваш тĕррин кунĕнче (ноябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче) ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн дипломĕсемпе тата «Прокопий» Чăваш наци музейĕн аталану фончĕн укçа парнисемпе чыслĕç.
Çак хыпар сире кăсăклантарать-и? Апла пулсан 8 (8352) 62-03-44 телефонпа шăнкăравлăр.
Оксана ИВАНОВА. Шупашкар хули.