«Молодежная газета» кăларăм пĕлтернĕ тăрăх, унта мĕнпур шкул ачисем хутшăнма пултараççĕ. Çичĕ çултан пуçласа вун виççе çитнĕ ачасем «Манăн çемье вăхăтра налог тÿлет» темăпа ÿкерчĕксем ÿкермелле. 11-18 çулхи яш-хĕрсен тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсем «Налог тÿлесси мĕншĕн пĕлтерĕшлĕ?» ятпа пысăках мар сочинени çырмалла. Конкурса 2024 çулшăн налог тÿлемелли вăхăтпа çыхăнтарса тÿр килтернĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ çемьесене налога мĕншĕн тÿлемеллине тата вăл пуриншĕн те кирлĕ ĕç пулнине ăнлантарса парасси пулса тăрать.
Пултарулăх ĕçĕсене ноябрь уйăхĕн 5-21-мĕшĕсенче шкул администрацийĕсем урлă йышăнаççĕ. Пĕтĕмлетÿсене ноябрь уйăхĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 10-мĕшĕччен тăвĕç. Хăвăра кирлĕ информацине шкултах ыйтса пĕлме май пур. Унсăр пуçне налог службин хĕрÿ линине 8(347) 215-10-70 номерпе ( ун çумне 55-55 цифрăсем хушмалла) шăнкăравлама пулать.
Юрий СНЕГОПАД.