Пур хыпар та
Конкурс
25 Ноябрӗн 2025, 17:00

Пушкăрт пылне Пĕтĕм Раççейри конкурсра чи лайăххи тесе йышăннă

Пушкăрт хурт-хăмăрçисем «Раççейĕн ылтăн пылĕ – 2025» Пĕтĕм Раççейри конкурсра икĕ ылтăн, виçĕ кĕмĕл тата икĕ пăхăр медаль çĕнсе илнĕ. Çакăн пирки ПР Ял хуçалăх министерствинче пĕлтернĕ.

Пушкăрт пылне Пĕтĕм Раççейри конкурсра чи лайăххи тесе йышăннă
Пушкăрт пылне Пĕтĕм Раççейри конкурсра чи лайăххи тесе йышăннă

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене чысласси Краснодар хулинче, «Югагро» халăхсен хушшинчи ял хуçалăх куравĕнче иртнĕ.

Артем Черников хурт-хăмăр ăсти тăватă награда илме тивĕçнĕ. Вăл çутă полифлорлă пылшăн ылтăн тата кĕмĕл медаль илнĕ, çăка пылĕшĕн – кĕмĕл тата пăхăр.

Унсăр пуçне Джаиль Хакимов çăка пылĕшĕн – ылтăн, полифлорлă çутă пылшăн кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ. Марат Идрисов хура тул пылĕшĕн пăхăр илсе таврăннă.

- Конкурса 2025 çулта туса илнĕ сиплĕ пыла йышăннă, Раççейĕн мĕнпур регионĕнчен хутшăнма кăмăл тăвакансем кашни номинацире продукцин виçĕ тĕслĕхне тăратма пултарнă. Экспертсем тăхăр номнацири 432 тĕслĕхе хак панă. Вĕсем продукци экологи енчен паха пулнине, органолептика пахалăхĕсене, ГОСТа тивĕçтернине шута илнĕ, - каласа панă ПР Ял хуçалăх министерствин пресс-службинче.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас