Конкурсӑн тӗп тӗллевӗ ‒ хальхи чӑваш литературине аталантарасси, пултаруллӑ авторсене пулӑшасси, чӑвашла ҫыракансене хавхалатарасси.
Конкурса материалсене кӑҫалхи сентябрь уйӑхӗн 30-мӗшӗччен ҫак адреспа йышӑнӗҫ: Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчӗ, 13-мӗш ҫурт, Чӑваш кӗнеке издательстви. Унсӑр пуҫне fed_ol@mail.ru электрон адреспа «Чӑваш романӗ» конкурса» тесе ярса пама пулать.
Сăмах май çакна та палăртса хăвармалла: 2024 çулта - Ангелина Павловская çыравçă «Çутă ĕмĕт çунатлă» романпа, 2025 çулта Анатолий Хмыт сăмах ăсти «Хазар» ал çырăвĕпе çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.
Редакцирен: 2023 çулта (ун чухне конкурса пĕрремĕш хут йĕркеленĕ) çак сумлă ята Пушкăртстанри Федоровка районĕнче пурăнакан Аркадий Русаков çыравçă тивĕçнĕччĕ. Унăн «Турхан сăмахĕ» романĕ 2024 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухрĕ.