Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Конкурс
9 Кӑрлач , 11:00

Шупашкарти тӗп ёлка Раҫҫейри конкурса хутшӑнать

Шупашкарти Республика тӳремӗнче (площадĕнче) вырнаҫтарнӑ тӗп ёлка Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей ёлкисем» конкурса хутшӑнать.

Добавить в предпочтительные источники Google
Шупашкарти тӗп ёлка Раҫҫейри конкурса хутшӑнатьШупашкарти тӗп ёлка Раҫҫейри конкурса хутшӑнать
Шупашкарти тӗп ёлка Раҫҫейри конкурса хутшӑнать

Конкурс декабрь уйăхĕн  25-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Кӑҫал Шупашкарти тӗп ёлка ҫине тĕрлĕ материалтан хатĕрлене 500 тетте ҫакнӑ, вӗсенчен çитмĕлĕшӗ ҫутатать.

«Шупашкарти ёлкӑшӑн кӑрлачӑн 9-13-мӗшӗсенче сасӑлама май пур. Ҫак каҫӑ ҫине кӑна пусмалла: vk.com/art.goroda_rossii. Пирӗн ёлкӑна ҫӗнтерме пулӑшӑр!», - тесе йыхрав ярать Чăваш халăх сайчĕ.

Автор:Юрий Михайлов