Пур хыпар та
Конкурс
6 Нарӑсӑн , 12:00

Йĕпреç хĕрĕ «Хусан мисĕ» титул çĕнсе илнĕ

Евгения Петрова – 20 çулта. Вăл Чăваш Енри Йĕпреç поселокĕнче çуралса ÿснĕ. Йĕпреçри 1-мĕш шкултан вĕренсе тухсан полици офицерĕ пулас ĕмĕтпе РФ Шалти ĕçсен министерствин Хусанти юридици институтне вĕренме кĕнĕ. Пике вĕренÿре çитĕнÿсем тунисĕр пуçне волейболла вунă çул вылять, халăх тата бал ташшисене вĕреннĕ. 

Йĕпреç хĕрĕ «Хусан мисĕ» титул çĕнсе илнĕ
Йĕпреç хĕрĕ «Хусан мисĕ» титул çĕнсе илнĕ

Январь уйăхĕн 26-мĕшĕнче «Тутарстан мисĕ-2026» конкурс çирĕм çиччĕмĕш хут Хусанта Камал театрĕн çĕнĕ çуртĕнче иртнĕ. Унта пурĕ суйлав турĕсем иртнĕ хыççăн ăмăртăвăн виçĕ тапхăрне 15-23 çулхи  30 пике хутшăннă. Евгения «Хусан мисĕ» титул çĕнсе илнĕ.

Илемлĕ пикесене саламлама тата чыслама Хусан хулин ертÿçисем килнĕ. Чăваш Ен хĕрне çĕнтерÿçĕ коронинне тата хăйĕвне хулари ĕç тăвакан комитет ертÿçин çумĕ Азат Абзалов парса чысланă.

- Çак корона финиша çитнине пĕлтермест. Ку вăл маншăн çĕнĕ яваплă старт пулса тăрать. Старта тухма вара мана  ĕçченлĕх тата эсир пулăшни хавхалантарать. Халĕ эпĕ - Хусан хулин сăн-пичĕ тата сасси. Çавăнпа та эпĕ çак титула тивĕçлĕ упрама тăрăшăп. Манăн тĕслĕх сире хăвăр ума пысăк тĕллевсем лартма тата йывăрлăхсене çĕнтерме пулăштăр. Сирĕн вăй-хăват вĕçĕ-хĕррисĕр», - тесе çырнă Женя хăйĕн социаллă сечĕсенче.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас